Килтен тухмасăрах

24 Чÿк, 2017

Электронлă меслете суйлакансен шучĕ ÿсет

Шупашкар хулин администрацийĕ кÿрекен муниципалитет пулăшăвĕсенчен 22-шне электронлă мелпе илме май пур. Вĕсенчен чи анлă сарăлни — пепкене ача садне черете тăратасси.

Лайăхрах та, хăвăртрах та

Хула администрацийĕн муниципалитет пулăшăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Романова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Шупашкарти 7400 çын ывăл-хĕрне ача садне черете тăратнă, вĕсем пурте — 100% — электронлă меслетпе усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ асăннă черет еплерех куçнине компьютер урлах тĕрĕслесе тăма пултарать.

10 Чÿк, 2017

Хăйĕн ĕçне уçас текенсем валли

Эсир хăвăрăн ĕçе уçас тетĕр-и, анчах мĕнрен пуçламаллине пĕлместĕр-и? Хăйĕн бизнесне аталантарас текенсене сĕнÿ-канаш тĕлĕшĕнчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ (кĕскен ПППП) пулăшма пултарать.