Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле
Хĕлле пахчасенче шăшисем çÿренине пĕлетпĕр-ха, анчах çамрăк йывăçсене хÿтĕлемеллине тепĕр чухне манатпăр. Хĕлле апат çитменнипе шăшисем час-часах çамрăк улмуççисене тапăнаççĕ, сада тĕрĕслесе тăмалла. Шăшисенчен хÿтĕлеме тĕрлĕ меслет юрăхлă. Хаçатăн 2015 çулхи 48-мĕш номерĕнче шăшисене хăратакан курăксем пирки çырнăччĕ. Шăши курăкĕн /черный корень/, шăши кикенекĕ /череда/ туратне йывăç йĕри-тавра çыхсан унта шăши çывăха та пымĕ. Нарăс уйăхнелле наркăмăшлă курăка татах хумалла.




Авăн уйăхĕнче кун тăршшĕ палăрмаллах кĕскелчĕ, ăшă тамалчĕ пулсан та пахча пире пур пĕрех тыткăнлать. Астра, хризантема, георгин хăйсен илемлĕхĕпе илĕртеççĕ, колхикум ешерет... Çумăрсăр, ăшă кунсенче пахчари ĕç киленĕç кÿрет.





