Патриотлăх

26 Раштав, 2023

Сергей АРШИНОВ: Майдановăн юрринче манăн сасă та янăрĕ

Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çыннăн пурнăçне çăлассипе, хăрушсăрлăхран сыхлассипе, асăрхаттарассипе çыхăннă. Çак ĕçе вăл сăвă çырассипе ăнăçлă шайлаштарса пырать.

22 Раштав, 2023

Юлташне путасран çăлнă

Çын мĕнле пулнине йывăр лару-тăрăва лексен лайăхрах куратăн. Çакă пĕчĕк чухнех палăрма тытăнать. Виçĕ çул каялла путакан юлташне çăлнă чухне Тимур Ильин ултă çулта çеç пулнă, çапах хăрушлăх умĕнче çухалса кайман.

11 Раштав, 2018

Патриотлăх юнпа куçмасть

Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриотне çитĕнтересси — хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин «патриотизм наци идейи пулмалла» тесе ахальтен тĕллев лартмарĕ.
Ку ыйту паян кашнинех — хăш наци çынни пулнине, мĕнле тĕнпе, йăла-йĕркепе пурăннине пăхмасăр — хумхантарать. Уйрăмах çамрăксемшĕн çак ыйту çивĕч тăрать. Паянхи çамрăксем вĕсем — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш тата хыççăнхи çулсенче çуралнăскерсем.

16 Юпа, 2018

Патриотлăх: никам та, нимĕн те ан манăçтăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен координаци канашне 2018 çулхи çĕртме уйăхĕнче туса хума йышăннă. Паян Правительство çуртĕнче канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.