Паян - суту-илÿре ĕçлекенсен кунĕ

26 Утă, 2014

«Лавккана кĕрсен унти хăтлăх кăмăла çĕклетĕр»

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче кăна мар, Раççейри Центрсоюзра та яланах кăтартуллисен йышĕнче пулнине нумай награда çирĕплетет. Вĕсене стена талккăшпех вырнаçтарнă та пурне асăнса тухма хаçат лаптăкĕ çитес çук.