Пирĕнпе юнашар çын

31 Раштав, 2015

«Мана ялта Афродита тетчĕç»

Патăрьел районĕнчи Турханти Кокель пленэрне çулсеренех хутшăнакан çамрăк художниксенчен ун пирки пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Шкул çумĕнче пурăнакан Нина аппа ватлăха пăхмасăрах вĕлле хурчĕсем усрать, сăрă ăстисене качака сĕчĕпе сăйлать-мĕн...

6 Чÿк, 2015

Анне манран конюх тăвас тенĕччĕ

Хускану - пурнăç! Ку - Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре пурăнакан 80 çулти Аркадий Смирновăн чи юратнă каларăшĕсенчен пĕри. Ахальтен мар. Ара, Аркадий Иванович Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 40 çул ытла ачасене физкультура вĕрентнĕ. Хастарлăхĕпе пуçарулăхне кура Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ.

16 Юпа, 2015

Пултарулăхне халăх хаклать

Йывăç лартсан, çурт хăпартсан, ывăл ÿстерсен этем пурнăçри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă теме пулать теççĕ халăхра. Çакăнпа çеç çын хăйне телейлĕ тесе шутлĕ-ши? Хырăма тăрантас тесе ĕçлени те, хăв çавăрнă йăвара çемье йĕркелесе ача-пăча ÿстерни те пурнăç ыйтнă май йĕркеленсе пыраççĕ.

29 Авăн, 2015

Унччен вăрмансем сад пекчĕ, халĕ ‐ тайга

Çутçанталăка, вăрмана юратакан çын чун хавалĕпе пуян. Кăмăлĕпе - ырă та сăпай. Илем ытамĕнче пурăнакан çын урăхла пулма та пултараймасть. Комсомольски районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче 30 ытла çул ĕçленĕ Андрей Кондратьев та мана чун илемĕпе тыткăнларĕ.

18 Авăн, 2015

«Упăшка пĕремĕке минтер айне вăрттăн хурса паратчĕ»

Сĕвекрех вырăнта вырнаçнă садра темĕн чухлĕ улмуççи! Йăрăм-йăрăм хĕрлĕ çимĕçĕсемпе мăнаçланса лараççĕ. Кунтах - пысăках мар шурă мунча. Унăн умĕнче те, çул айккипе те чечексем ешереççĕ. Ретĕн-ретĕн лартнă хурлăхансем, йĕплĕ хурлăхансем, иçĕм çырли...

Pages