производство

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» АХОн танк-контейнер производствине уçнă çĕре хутшăнчĕ. Асăннă мероприятире çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Мускаври ятлă-сумлă предприятисен представителĕсем пулчĕç.

«Акконд» кондитер фабрики пылак çимĕçсен çĕнĕ линийĕсене уçсах тăрать. ку хутĕнче те пылак юратакансем валли савăнăçлă хыпар пур. Унта сахăрлă печенин çĕнĕ линине хута ячĕç.

Çак ятпа пухăннă хăнасен шутĕнче предприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ, фабрика ертÿçисемпе ĕçченĕсене производствăна аталантарсах пынăшăн, республика экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ, малашне тĕ ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.

Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿре пысăк технологиллĕ çĕнĕ производство ĕçлеме пуçларĕ — унта резина тата пласизоллă мечĕксем, теттесем туса кăлараççĕ.

Subscribe to производство