Ĕнер 18 сехетре Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче пĕр гаражра çулăм тухнă. Çав вăхăтра кил хуçи унтах автомобиль юсанă. «Renault-Trafic» микроавтобус çунма тытăнсан вăл ăна çийĕнчех тĕксе тухнă.
Синоптиксем республикăра çак кунсенче çанталăк пăсăласси пирки асăрхаттараççĕ. Чăваш Ен Гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăри хăш-пĕр районта тата Шупашкарта çил вăйланĕ, çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вĕçтерĕ.