Сăмах парăр-ха

17 Кăрлач, 2015

Чунсăр аннесем...

Çĕнĕ çулăн вăрăм канмалли кунĕсене ялта ирттернĕ хыççăн хулана килме тухрăм. Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ. Ĕçе тухмасан та майĕ çук - çăкăр çимелле-çке, хваттершĕн те тÿлемелле... Амăшĕсем ăнланаççĕ-тĕр мана. Ачапа расна пурăнма çăмăл мар, анчах пурнăç çапла тума хистет пулсан нимĕн те тăваймăн.

22 Раштав, 2014

Кăмаки хăех чупать, кукăлĕ хăех пиçет, укçи хăех... «ирĕлет»

Пурнăç таканари шыв пек хумханса тăрать... /Е вăрман пек кашлать тесен тĕрĕсрех пулать-ши?/ Пĕр вăхăт лăпланать, унтан шавлать, кĕрлет, айăн-çийĕн пăтранать те çил лăплансан каллех малтанхи пекех пĕр тикĕссĕн юхма тытăнать. Çакă кăна кăсăклă - çилĕ ăçтан тухать-ши тата ăçтан вĕрет-ши?..

13 Раштав, 2014

Хваттер туянас тенĕччĕ те...

Лавккасенче хуратул кĕрпи кăна мар, мĕнпур апат-çимĕç хакĕ ÿсни сисĕнет. Октябрь уйăхĕнче кăна сад-пахчара панулми çĕрсе выртатчĕ пулсан тепĕр çур уйăхранах Шупашкар пасарĕсенче унăн хакĕ 50-60 тенке çывхарчĕ. Уявсем умĕн ытти çĕршывра йăлтах йÿнетме, акцисем йĕркелеме тăрăшаççĕ пулсан пирĕн патра Çĕнĕ çул умĕн те, ун хыççăн та хаксене хăпартаççĕ те хăпартаççĕ. Ĕç укçин унран юлмасăр упаленсе пырасчĕ те çав. Çапах апат-çимĕç хакĕ, хваттерпе танлаштарсан, вак-тĕвек пек кăна туйăнать.

6 Раштав, 2014

Ача тăрăшса вĕрентĕр

"Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать-ши?" - шкулта вĕреннĕ вăхăтра çакнашкал ятпа сочинени çырни асран тухмасть. Çакă пирĕн тавракурăмпа çыхăннă. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухнехи çывăх çынсен калаçăвĕ, юратăвĕ, вĕрентĕвĕ, килти килĕшÿпе хăтлăх халĕ те куç умĕнче. Кайран тавралăха сăнама пуçланă, юлташсем тупнă. Походсемпе экскурсисене çÿреме пуçланă. Пирĕн тĕнчекурăм кунсерен аталанса пынă. Ял ачисене илемлĕ фильмсемпе спектакльсем çав тери кăсăклантарнă. Атте-анне, вĕрентекенсем таçта та илсе çитернĕ пире. Кинотеатрпа театра билет илсе панисĕр пуçне тĕрлĕ хулари музейсемпе паллаштарнă.

29 Чÿк, 2014

Аннĕрсене саламлама ан манăр, е Парнесĕр уяв çинчен

Анне... Унран хаклăрах çын пур-ши тĕнчере? Унăн сăнарĕ нихăçан манăçми, асран тухми. «Анне» тесе чĕнни те кĕлĕ евĕр илтĕнет мар-и? Унра юрату та, шанчăк та, тĕрев те. Алли... нимрен ачаш. Сасси... темрен паха. Кашнин расна, анчах пурин те - хăйне евĕр ылтăн.

Аннесене хакласа вĕсен ячĕпе пĕр кун уйăрни те ахаль мар. Çакна вĕсем чăннипех те тивĕç. Пархатарлă пуçару çывăх çыннăмăрсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне хакланине çирĕплетет. Унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Pages