шкулсем

6 Авăн, 2018

Хамăра улăштарма кая юлман-ха

Ялан вăхăт çитмест пире е юлхавпа кĕрешме хал çитерейместпĕр — çийĕнчех пурнăçламалли ĕçе кая хăварса пыратпăр, çунат панă ĕмĕте çул параймастпăр. Эрне вĕçленет те: «Тунтикунран çĕнĕ вăй-халпа вĕренме пуçлатăпах. Çитет «виççĕ» паллă илсе. Ударниксен йышне мĕншĕн кĕрес мар-ха манăн?» — тетпĕр. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемшĕн те çак шухăш ют мар иккен. Вĕсем яланхи пек тунтикунран мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса шкула çирĕп шухăш-кăмăлпа çÿреме, палăртнине пурнăçлама тĕллев тытнă.

31 Çурла, 2018

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне - ҫӗнӗ шкулпа

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кӑҫал Ҫӗрпӳсемшӗн ытти ҫултинчен савӑнӑҫлӑрах пуҫланчӗ. Кунта паян хулан кӑнтӑр районӗнче 1000 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул уҫӑлчӗ. Ҫапла вара кӑҫалтан Ҫӗрпӳ ачисем 1-мӗш сменӑра кӑна вӗренӗҫ. Пӗлтӗр вара 300 ачан иккӗмӗш сменӑна ҫӳреме тивнӗ.

20 Çурла, 2018

Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пурте хатĕр-и?

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ канашлура шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерес ыйтăва тапратнă.

Pages