Куславкка районĕ

27 Утă, 2020

Тата тепĕр район пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

Иртнĕ эрнере пирĕн республикăри тата тепĕр муниципалитетăн сити-менеджерĕ ĕçрен кайнă.

Хальхинче Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев яваплă должноçпе сывпуллашнă. Муниципалитета вăл 3 çул çурă ертсе пынă. Ĕçрен кайма шухăш тытнă хыççăн вăл районта пурăнакансен ячĕпе чĕнÿ хатĕрленĕ. Унта вăл Депутатсен пухăвĕпе, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Зоринпа килĕштерсе ĕçленине, районăн хăй пуçлăхра ĕçленĕ вăхăтри ÿсĕмне палăртнă.

2 Утă, 2020

Куславккасен малашлӑх планӗсем пысӑк

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Куславкка районĕнче пулчĕ. Чи малтан вăл Куснар ялĕнчи çĕнĕ шкула çитсе курчĕ. Шкул директорĕ Владислав Шмелев каланă тăрăх, строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать. Хальхи вăхăтра пÿлĕмсене сăрлаççĕ, территорие хăтлăлатаççĕ; пулас стадионта та хĕрÿ ĕç пырать.

13 Ака, 2020

Газ заправкисем хута кайĕç

Кăçал Чăваш Енре виçĕ вырăнта газ заправки çĕклесшĕн. Çак тĕллев валли субсиди те уйăрĕç.

Вĕсенчен пĕри - "Атăл" М-7 трасса çинче Куславкка районĕнче, тепри - "Вятка" автоçул çинче Шупашкар районĕнче, виççĕмĕшĕ Шупашкарта пулмалла.

20 Нарăс, 2020

Педагогсем форума пуçтарăнчĕç

Паян Шупашкарта республикăри педагогсен форумĕ иртрĕ. Вăл Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисене старт пачĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕнче тăрăшакансене наградăсем парса чысларĕ. Ÿкерчĕксен «Манăн Чăваш Ен» республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Шупашкарти 8-мĕш садике çÿрекен Карина Журавлевăпа 10-мĕш ача сачĕн воспитанникĕ Александр Якушов Олег Алексеевичăн аллинчен парнесене тивĕçрĕç.

Pages