Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче Мулендеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн футбол енĕпе мини-турнир иртнĕ. Ăна кăçал тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ.
Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн воспитанникĕ Дмитрий Орлов чÿк уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Сочире куç япăх куракансен хушшинче самбопа иртнĕ II чемпионатра «бронзăна» тивĕçнĕ. Спортри мăшăр кĕрешÿсен федерацин «Юг Спорт» центрĕнче иртнĕ ăмăртăва çĕршыври 100 спортсмен хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — спорт мастерĕн кандидачĕ, Александр Ясмаков тренерĕн воспитанникĕ, пирĕн ентеш Дмитрий Орлов.