тренировка
Вăрманта тренировка ирттернӗ
Стадионсемпе спорт лапамĕсенче тренировка тума ирĕк панă хыççăн Шупашкарти «Олимпийский» спорт керменне атлетсем иленчĕç.
— Тахçанах кĕтнĕ çак куна. Стадионсенче хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах вăрăм дистанцисенче ăмăртакансемшĕн. Карантин вăхăтĕнче те спортсменсем вăрмансемпе ращасенче тренировка тунă, килте чухне аэробикăпа туслашнă, ÿт-пĕве тĕреклетекен хăнăхтарусем пурнӑҫланӑ, — савăннине пытармарĕ Олимпиада Иванова тренер.
Спартакиадăна хатĕрленеççĕ
Çак эрнере Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕнче Чулхула облаçĕн çамрăксен пĕрлештернĕ команди шывра ишес енĕпе тренировка ирттерет.
Чулхула спортсменĕсем Чăваш Ене утăн 11-мĕшĕнче çитнĕ. Спорт сборĕ икĕ эрнене тăсăлĕ. 15 ишевçĕрен тăракан команда утăн 23-28-мĕшĕсенче Пенза хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи спартакиадăн финалне хутшăнмашкăн хатĕрленет.











