Тупăш

8 Ака, 2016

Панкрут вырăнне - тупăш

Çурхи кунсем килсенех çĕр ĕçченĕ ăшталанма тытăнать. Шутлă кун хăвăрт иртет: çĕр пиçсе çитнине сиссе те юлаймăпăр. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх производствин хуçалăхĕсенче ĕç шавĕ илтĕнме тытăннă та.

Вăрмар районĕнчи «Шигали» ЯХПК мĕнле культурăсем акассине тахçанах палăртса, вăрлăх мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине картса хунă ĕнтĕ. Калча пĕр тикĕс шăтса тухтăр тесен паха вăрлăхпа кăна усă курмалла, çавна май йĕтем çине ăна аллас ĕç пырать.

20 Çĕртме, 2015

Тупăш та, киленÿ те кÿрет

Елчĕк тăрăхĕнчи Кĕçĕн Таяпара ÿркенмен, ĕçшĕн çунакан Ивановсен витере йыш хушăнсах тăрать. Тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăрах ултă ĕне таран усрать çемье паян. Вăкăрсемпе пăрусем те - картиш тулли. Сурăхĕсем те сахал мар. Вунсаккăрăшĕ хăй - пĕр кĕтÿ.