Морис Яклашкин паян 70 çул тултарать
Паян, çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Морис Яклашкин дирижер 70 çул тултарать. Чăваш патшалăх академи симфони капеллине 40 çул ертсе пыраканскере шкул пĕтерсен амăшĕ тухтăра вĕренме ярасшăн пулнă. Тăвай районĕнчи Чутейра çуралса ÿснĕскере Канаш тата унти медицина училищи çывăх пулнă. Анчах çав хулари педагогика училищин музыка уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă.