Тĕнче кубокĕн ялавĕ - Шупашкарта

5 Çу, 2014

Китайри Тайцань хулинче хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче çăмăл атлетсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн ялавне 2016 çулхи кубок хуçине - Шупашкара - панă.

ИААФ ялавне Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн вице-президенчĕ Сергей Бубка РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçине Валентин Балахничева тыттарнă. Савăнăçлă церемоние ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та хутшăннă.

Аса илтеретпĕр: тĕнче кубокне Шупашкарта ирттерес ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи Валентин Балахничев пуçарнă. 2013 çулта Монакора иртнĕ ларăвĕнче тĕнче кубокне Чăваш Ен тĕп хулинче иккĕмĕш хут йĕркелеме йышăннă.

Кăçалхи ăмăртура çĕр-шывăн пĕрлештернĕ команди 8 медаль çĕнсе илнĕ. Чи сумлă наградăна Мордовире ăсталăха туптакан Михаил Рыжовпа /50 км/ Анися Кирдяпкина /20 км/ тивĕçнĕ. Тĕнче кубокĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем те вăй виçнĕ: Вера Соколова, Марина Пандакова, Петр Трофимов, Денис Сергеев, Клавдия Афанасьева тата Анастасия Чернова. Шел те, пирĕн ентешсем медальсене тивĕçеймен.

Рубрика: