«Тетте» журнал тусĕсем валли кăсăклă хыпар! 0+

7 Пуш, 2018

«Тетте» журнал Чăваш наци радиовĕн «Шăпăрлан» кăларăмĕпе туслашрĕ. Çавăнпа та, пĕчĕк тусăмăрсем, сирĕн сăвăсене е юмахсене малашне радиокăларăмра итлеме май пулĕ. Хастартарах! Хăвăрăн ĕçсене «Тетте» журнала ăсатăр. Чи лайăххисем «Шăпăрланра» янăрĕç.

Рената Волкова ертсе пыракан ача-пăча кăларăмне пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра итлĕр. «Тетте» журналта тухнă кăсăклă материалсем çинчен Валентина Федорова корреспондент каласа парĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.