Тупра ҫуккине пӗлсен хӗре килтен кӑларса янӑ

31 Mar, 2020

Апла пулин те Ольга Фомина пурнăçне хурламасть

«Хăй вăхăтĕнче эпĕ çав тери нумай ĕçленĕ. Çакă мана çĕр çула çитме пулăшрĕ пулĕ», — тет Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашара пурăнакан, 100 çула пуснă Ольга Фомина. Ольга Михайловнăна хĕрĕпе кĕрĕвĕ пăхаççĕ. Çичĕ çул каялла вĕсем çывăх çыннишĕн Мускавран куçса килнĕ.

Ура çинче çирĕп тăракан çемьере çитĕннĕ Ольга Фомина. Икĕ лаша, виçĕ ĕне, пăрусемпе сыснасем, сурăхсем тытнă вĕсем. Каярахпа, ашшĕне вĕлернĕ хыççăн, унăн пурнăçĕ йывăрланнă. Шкулта тăватă класс кăна пĕтернĕ вăл. «Вун виççĕре лесничествăра ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне йывăç нумай лартаттăмăр. Вун тăваттăра чухне мана бригадир пулма шанчĕç. 21 гектар уя малтан лесниксем тырă акнă. Эпĕ халăха йывăç ларттартăм. Унтанпа шыв-шур чылай юхрĕ. Йывăçсем çитĕнчĕç, вăрмана çаврăнчĕç. Астăватăп-ха: ĕçленĕшĕн Саланчăкри вăрман хуçалăхĕнчен мана преми пачĕç. Ултă метр çитсă, ултă метр пурçăн, шпулька тата пĕр кĕленче сăра. Вун улттăра чухне дояркăна кĕрешрĕм. Вунă ĕне сăваттăм алăпа. Хĕр тусăмпа ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр фермăра. Малтанах ĕнесем имшерччĕ. Фермăна ирех тăрса каяттăм. Кантăр вăррин каяшне панă хыççăн лайăхланчĕç, сĕт хушрĕç. Сăвăма ӳстерсе пынăран çулсеренех преми паратчĕç», — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Ольга Михайловна.

Пăрчăкан пек çивĕч хĕрарăм пурăна киле сурăх ферминче вăй хунă. «Ун пек сурăхсене эпĕ кинора кăна курнă. Пысăк мăйракаллă, мăнтăр. Апи выльăха юрататчĕ! Апине ĕçченлĕхĕпе палăрнăшăн премисемпе парнесем кăна мар, медальсем парса та хавхалантарнă. Тăхăр медаль унăн», — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕн кĕçĕн хĕрĕ Раиса Ивановна. «Эпĕ ирех тăма кăмăллаттăм. «Ир тăракан кайăк тутă пулнă», — вĕрентетчĕ мĕн пĕчĕкрен анне. Фермăна ирех çитеттĕм, сурăхсене утă, сĕлĕ параттăм. Мăнтăрланчĕç хайхискерсем, 2-3-шер путек тăватчĕç. Каярахпа сурăх фермине Вăрманкаса куçарчĕç», — аса илчĕ шураппа.

Пĕве кĕрсен Ольга Фоминана Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Кив Атикасси йĕкĕчĕ Павел куç хывнă. Йĕкĕт пике питĕ пуян тесе шухăшланă. Хĕр туприне вăл вун сакăр пин тенкĕпе хакланă. Анчах Ольгăн ун пек мул пулман. Укçа-тенке пиччĕшĕ тытнă… Çамрăк упăшка хĕве хупнă каçхинех ĕмĕтленнĕ тупра çуккине пĕлсен Ольга Михайловнăна килĕнчен кăларса янă. Юрату суранĕ йăл илсен çутă сăнлă, яп-яка питлĕ çамрăк хĕрарăм ял каччипе Ваньккăпа пĕрлешнĕ. Ольга Михайловнăпа Иван Петрович иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Çемье пысăкланнă: Зойăпа Раиса хушăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.