Тырă сутăнать-и?

9 Утă, 2014

Раççей тĕш тыррине нумай туянакан патшалăхсенчен чи малтанах Турципе Египета асăнаççĕ. Импорт шайне вĕсем юлашки икĕ çулта чылай ÿстернĕ. Çакăн çинчен Пĕтĕм тĕнчери "Тырă рынокĕ – ĕнер, паян, ыран" конференцире Раççей Федерацийĕн "Про Зерно" компанийĕн тĕп директорĕ Владимир Петриченко пĕлтернĕ.

2013 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа Турцие 3,7 млн тонна тырă ăсатнă, Египета – 3,3 млн тонна. Унчченхи кăтартусемпе танлаштарсан ку 1,5 хут пысăкрах.

Апат-çимĕç рынокĕнче пирĕнпе çыхăну йĕркеленĕ, вĕсене анлăлатса пыракан çĕр-шыв сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Саудов Аравийĕ. Унти экспорт шайĕ 1,4 млн тоннăпа танлашнă. Çапла вара арабсем Ирана хыçа хăварнă.

Петриченко палăртнă тăрăх – Иран пирки тĕнче пĕрлĕхĕ санкцисем йышăннă пулин те унти компанисемпе ĕçлеме кăмăллă. Нумай çуллăх килĕшÿсем туни суту-илĕве вăйлатма май парасса шанаççĕ.

Экспорт географийĕ анлă: Йемен (928 пин тонна), Кăнтăр Корея (868 пин тонна), ЮАР (697 пин тонна). Кунсăр пуçне Раççей продукцийĕпе Нигери, Кени, Иордани, Судан кăсăкланаççĕ. Асăннă çĕр-шывсене пурĕ 1,5 млн тонна тырă тиесе янă.

Юлашки тапхăрта хамăр таварпа Ирака та çул хыватпăр тенĕ Петриченко. Халĕ ĕнтĕ 150 пин тонна туянас ыйтăва татса панă. Çакă – пуçламăш утăм.

Кăçал Раççей чикĕ леш енне 26 млн тонна тĕш тырă ăсатасшăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.