Уçă тÿпе айĕнчи çуллахи вулав

19 Утă, 2018

Шупашкар районĕнчи Сарапакассинчи шкул çумĕнчи лагерьте кану тин кăна вĕçленнĕ. Çапах та ачасем тунсăхламаççĕ. Ялти библиотекăна пырса кĕрсенех чун савăнчĕ. Кунта ача-пăча сасси янăрать.

Вулавăшри сĕтел хушшине вырнаçнă
ачасем «Тетте» журналпа паллашатчĕç.
Пĕрремĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Ки-
рилл Егоров пуçне çĕклемесĕр «Тан-
тăш» вулатчĕ.
— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра кăна мар,
çуллахи каникулта та ачасем библи-
отекăна час-часах килеççĕ. Çĕртме,
утă, çурла уйăхĕсенче «Уçă тÿпе айĕн-
чи çуллахи вулав» ятарлă программă-
па ĕçлетпĕр. Ачасемпе пахчана пукан-
сем илсе тухсах вулав тĕнчине путат-
пăр. Час-часах çĕнĕ кĕнекесемпе пал-
лашатпăр. Хăш-пĕр чухне хам та вула-
са паратăп. Вĕсем кăсăклансах итлеççĕ,
унтан хайлаври ĕç-пуçа сÿтсе яватпăр,
чăн пурнăçрипе танлаштаратпăр, — ка-
ласа кăтартрĕ Светлана Андреева би-
блиотекарь.
Кĕнеке йăтнă аслăрах класра вĕрене-
кен ачасем эпĕ кĕнĕ чухне хирĕç тухса
кайса ĕлкĕрчĕç. Парта хушшине кăçал
пуçласа ларма хатĕрленекен Ростислав
Андреевпа Арсений Федорова «Тетте»
журнал тыткăна илнĕ. Ростислав вулама
та пĕлет иккен. Юратнă амăшĕ вĕрент-
нине пытармарĕ. Арсение те ашшĕпе
амăшĕ кĕнеке нумай туянса панă. Вăл
та сас паллисене тахçанах пĕлет, часах
шакăртаттарса вулама тытăнĕ.
Светлана Николаевна каласа кăтар-
тнă тăрăх, ачасем киле вулама илсе кай-
нă кĕнекене тавăрса панă чухне хай-
лав содержанийĕпе та паллаштараççĕ.
Хăш-пĕр чухне ыйту та параççĕ. Кĕне-
ке — пĕлÿ çăл куçĕ. Ачапчан унпа пал-
лашсан ыйту çурални тата аван-çке.
Библиотека ĕçченĕ вĕсемпе пĕр чĕлхе
тупма пĕлетех. Тĕрлĕ мероприяти ирт-
терет вăл, çитĕнекен ăру вĕсем урлă
усалпа ырра уйăрма хăнăхса ÿсчĕр тет.
Тĕслĕхрен, Республика кунĕ, Çемье,
юрату тата шанчăклăх кунĕ Сарапакас-
си шăпăрланĕсемшĕн те уява çаврăннă.
Светлана Андреева хатĕрленĕ програм-
ма ачасемшĕн усăллă пулнă.
Арсенийпа, Ростиславпа тата Кирил-
па уйрăлнă чухне вĕсем ыйтмасăр чă-
таймарĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.