Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

16 Çурла, 2018

Çăкăр çитерме килне чупнă

— Нумай арçын таврăнаймарĕ çапăçу хирĕнчен. Мĕн чухлĕ куççуль кÿчĕ вăрçă, — хурланса аса илчĕ 92 çулти Зоя Дмитриева. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинче кун кунлать вăл. Ывăлĕпе кинĕ Зоя Павловнăна лайăх пăхаççĕ. «Халь çăтмахри пекех пурăнатпăр», — тет ватă хĕрарăм.

19 Утă, 2018

Уçă тÿпе айĕнчи çуллахи вулав

Шупашкар районĕнчи Сарапакассинчи шкул çумĕнчи лагерьте кану тин кăна вĕçленнĕ. Çапах та ачасем тунсăхламаççĕ. Ялти библиотекăна пырса кĕрсенех чун савăнчĕ. Кунта ача-пăча сасси янăрать.

24 Пуш, 2018

Ачасен канăвне йĕркелекенсен форумĕ

Шупашкарта ачасемпе çамрăксен керменĕнче паян ачасен канăвне йĕркелекенсен республикăри форумĕ иртрĕ. Ăна уçиччен хăнасем керменти фойери куравра ачасен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл ачасен канăвне хăрушсăрлăхра, кăсăкла та усăллă ирттерессишĕн бюджетран уйăракан укçа калăпăшне чакарманнине палăртрĕ. "Кĕçех çу çитĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачасем ырă сăмах калаччăр тесе пирĕн сирĕнпе тăрăшса ĕçлемелле, ăнăçу сире", - ачасен канăвне йĕркелекенсене чĕнсе каларĕ Михаил Васильевич.

20 Нарăс, 2018

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне — Мускава

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи 20 вĕренекен ыран инçе çула тухать. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем уяв кунĕнче Мускавра Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулĕç. Кашнин кăмăлĕ çĕкленÿлли сăн-питĕнче палăрать. Çĕршыв Пуçлăхĕ валли, ахăрнех, ыйту хатĕрленĕ вĕсем.

Pages