Укçаллисене серепене сĕтĕреççĕ

7 Нарăс, 2015

Виçĕмкун РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков журналистсемпе тĕл пулчĕ, 2014 çулти кăтартусемпе паллаштарчĕ.

Паянхи куна республикăри управлени наркотиксен çаврăнăшне тытса чарас ĕçĕ-хĕлĕпе ыттисен хушшинче ырă енпе палăрнине асăнма кăмăллă. Федерацин Атăлçи округĕнче 14 регионтан - 3-мĕш, Раççейри 78 субьект йышĕнче - 34-мĕш вырăнта вăл. Йышпа тунă преступленисене тытса чарассипе те 2-мĕш кăтартупа палăрнă тата ытти те. Ĕç курăмлăхĕ пурах. Çавăнпах рейтингпа паллаштарнинчен пуçларĕ-тĕр сăмахне Евгений Николаевич.

Хăш-пĕр чухне рейтингăн аялти картлашки çинче пулни аван та иккен. Акă, сăмахран, героин тупассипе республика палăрмасть. Çакăншăн Евгений Николаевич савăнать кăна. Чăваш Енре унпа ытлашши алхасманнине пĕлтерет-çке ку.

- Ку кăтартусем пĕтĕмпех - пирĕн ĕçе хаклаканнисем. Чăннипех те вĕсене чылай пурнăçлатпăр, анчах пирĕн пата ачисене ертсе килекен амăшĕсемшĕн вĕсем пачах та интереслĕ мар, - терĕ Евгений Барсуков.

Наркăмăшланакансен йышне чакарас тĕллевпе республикăра икĕ çул ĕнтĕ аптекăсенче психотроплă япаласене сутма чарнă. Ку йĕркене хальлĕхе Раççей субьекчĕсен пĕчĕк пайĕ çеç йышăннă. Унтан-кунтан тепĕр чухне йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ иккен, анчах кун йышшисене асăрхасах тăраççĕ.

Тивĕçлĕ шайра ĕçленине кура наркотиксене почта урлă салатасси те пăрахăçа тухса пырать. Çапах тимсĕр пулма юрамасть, ăна салатмалли тĕрлĕ çĕнĕ мел тупăнсах пырать-çке.

2014 çул сентябрьте психотроплă çĕнĕ йышши япала - спайс - сарăлнипе, тĕрлĕ регионта вун-вун çамрăк вилнипе асра юлать. Çĕнĕ йышшисем яланах чи малтан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пухăннă вырăнта сарăлнине асра тытмалла.

Иртнĕ çул Чăваш Енре синтетикăллă чи пысăк наркăмăш тупнă - 8 кг. Çав вăхăтрах хăш-пĕр наркотикăн 0,05 грамĕ те пысăк виçе шутланать.

Паллах, наркотĕрĕслев службинче тăрăшакансен пысăк тĕллевĕсенчен пĕри - дезоморфин притонĕсене тупса аркатасси. Ку амак çын организмне çулталăкра пĕтĕмпех çĕртсе кăларать. Эмелсене нумай тĕпченĕ хыççăн вĕсен тытăмĕнче кодеин пуррисене сутма та чармашкăн йышăннă.

- Çапах та ĕçлесе çитерейместпĕр-ха. Те, ку эмелсене сутма пăрахман аптекăсем пур, те урăх регионтан килеççĕ, - терĕ Евгений Барсуков иртнĕ çул дезоморфинпа наркăмăшланнă 100 яхăн çынна шута илнине палăртнă май.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр кăтарту пĕчĕкленнĕ. Акă 2014 çулта нарколог патĕнче 21 çынна пĕрремĕш хутчен шута илнĕ. Çав вăхăтрах профилактика шутĕнчисен йышĕ ÿснине те асăнмалла - 528 /2013 çулта - 444 çын/. Наркотике пула Канашра 1 çын вилнĕ.

Юлашки вăхăтра наркăмăш авăрĕнчен тухнă çынсемпе тĕплĕ ĕçлемелли пирки пусăм тăваççĕ. Çĕрпÿри ятарлă учреждени пирки уйрăм сăмах пулчĕ. Раççей саккунне пăснă хĕрарăм наркомансем валли пĕртен-пĕрре вăл. Халĕ унта 800 яхăн хĕрарăм, 600-шĕ - наркоман. Ирĕке тухас умĕн вĕсемпе психологсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Хĕрарăм ăçта каяссине, мĕнле ĕçе вырнаçма пултарассине палăртаççĕ. Сăмах май, журналистсене шăпах чиртен хăпнисене общество йышăнманни, лайăх ĕçе вырнаçасси йывăрлăх кăларса тăратни канăçсăрлантарчĕ. Чăннипех те çаплах мар-и? Çавăнпах реабилитаци енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

ШĔМпе тачă çыхăнса ĕçлени те курăмлă. Республика историйĕнче ку таранччен кун пекки пулман - 210 статьяпа икĕ приговор йышăннă иртнĕ çул. Йĕркеленнĕ преступнăç пĕрлешĕвĕсен чи çÿллĕ шайĕпе çыхăннă вăл.

- Çын наркотикрен тĕппипех сывалма пултарать тени - тĕрĕс мар. Йăнăш информаци хăрушлăхĕ пысăк - сывалма пултарнине пĕлсен ăна тутанас текенсен шучĕ те ÿсет-çке, - асăрхаттарчĕ Евгений Барсуков.

Пулăç пулăçа таçтанах курать тенешкел, эрех ĕçекен те, наркăмăшпа айкашакан та хăйĕн пеккисене таçтанах тупать. Çавăнпах вĕсене тĕрĕслесех, асăрхасах тăмалла. Унсăр пуçне наркотик авăрне лекнисен хăйне евĕрлĕхĕ - усалĕ - те пур иккен. Вĕсем хăйсем хыççăн ыттисене туртма тытăнаççĕ. Калăпăр, героин серепине çакланнисене 3-4 пин тенкĕ кирлĕ. Кунне! Кун пек нухрат республикăра çуках. Çавăнпах вĕсем пуян тусĕсене илĕртеççĕ, укçаллисен çумне явăçаççĕ.

Наркăмăшпа айкашакансене тупса палăртас тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрлĕ акци витĕмĕ пуррине те асăнса хăвармалла. Сăмахран, "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер" уйăхлăх кăтарту кÿрет. Паллах, кашни шăнкăрав тÿрре тухмасть. Анчах пуринпе те тĕрĕслев ирттереççĕ. Çамрăксене те, ваттисене те асăрхануллă пулма сĕнеççĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.