Ӳсĕм пур. Пурнăçламалли те пайтах

30 Кăрлач, 2014

Иртнĕ çул Куславккасемшĕн те çăмăл килмен. Пур пĕрех алă усман халăх: чылай отрасльпе сферăри ӳсĕм республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те пысăкрах. Хăш-пĕр енĕпе район лайăххисен шутĕнче те. Анчах вăраха ямасăр татса памалли те сахал мар кунта. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçри хастарсене хавхалантарма, район аталанăвĕпе паллашма, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре пĕрле палăртма Куславкка тăрăхĕнче пулчĕ.

Премьер-министр малтанах Куславкка районĕн И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больница коллективĕпе тĕл пулчĕ. Кунти ĕç-хĕлпе, тĕрĕсрех - 2012 çултанпа тăсăлакан юсав тăрăмĕпе кăсăкланчĕ. Больницăра пысăк квалификациллĕ сиплевçĕсем тăрăшаççĕ. Çакна кунти пациентсем те çирĕплетеççĕ. 7 врач - аслă категориллĕ специалист, 9-шĕн - пĕрремĕш. Виççĕшĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Штат расписанийĕнче - 335 должноç. Анчах чылайăшĕ вакантлă: врач-рентгенолог, пĕтĕмĕшле практика врачĕ, акушер-гинеколог, эндокринолог, хирург, физиотерапевт, участокри педиатр, фтизиатр тата ытти сиплевçĕ - пĕтĕмпе 17. Врач кадрĕсен дефицичĕ - 48%. Аслă пĕлӳллĕ çамрăк сахал вĕсен хушшинче. 40 çула çывхараканнисем - виççĕн. Ытларахăшĕ çур ĕмĕр урлă каçнисем. Вĕсен, паллах, опычĕ пысăк. Анчах вĕсене улăштаракансем, вĕсенчен ăсталăха вĕренсе пыракансем темшĕн килмеççĕ. Пĕлтĕр кăна ĕçрен хăйĕн ирĕкĕпе хăтарма ыйтса 15 çын хут çырнă, вĕсен вырăнне килнĕ 9 специалиста кăна йышăннă. Вăтам сыпăкри специалистсен дефицичĕ - 24%. 1906 çулта уçăлнă сиплев учрежденийĕн историйĕ пуян. Çак тапхăрта пин-пин çынна сыватнă. Вун-вун тухтăр тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Халĕ мĕншĕн çапла килсе тухнă? Премьер-министр ку ыйтупа уйрăммăн ĕçлемеллине палăртрĕ.

Федерацин сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программипе килĕшӳллĕн больницăн сиплев корпусне 2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче юсаса хăтлăлатма тытăннă. Йышăну, реанимаци, хирурги уйрăмĕсене, операци блокне юсанă та ĕнтĕ. Çак тĕллевпе ун чухне федераципе республика бюджечĕсенчен уйăрнă 12,5 млн тенкĕпе усă курнă. Пĕлтĕр поликлиника тăррине çĕннипе /1,2 млн тенкĕлĕх/ улăштарнă. Юсав кăçал та пырать. Врачсем пациентсене йышăннă чухнех строительсем те кунта тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх - сиплев корпусĕпе поликлиникăна тĕпрен юсассине хальтерех вĕçлемелле.

Унтан И.Моторин Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Куславкка районĕнчи управленийĕн çĕнĕ çуртне уçма хутшăнчĕ. «Пире килсе çӳреме меллĕ, - терĕç ватăсем. - Пӳлĕмсем çутă, хăтлă. Кунта ĕçлекенсем хăйсене çынсемпе кăмăллă тытаççĕ. Ыйту сиксе тухсан - çийĕнчех пулăшаççĕ...» Ватăсем республика тата район ертӳлĕхне хăйсемшĕн çапла тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕç.

Куславкка хулинчи Совет Союзĕн Геройĕ А.Лăнкин ячĕллĕ урампа кунти тăкăрлăксен микрорайонĕнче 40 çул ытла нимĕнле çĕнĕ çурт та çĕкленмен. Халĕ, акă, ăна пурăнмалли çĕнĕ çуртсен тăрăхĕ теме пулать. Унччен çынсем мĕнле условисенче пурăннине 1930-1940 çулсенчи бараксем ĕненмелле кăтартса параççĕ. Вĕсен шăпи паллă: пăсма йышăннă. Кĕçех çав вырăнсенче хăтлă, нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленĕç. Иван Моторин кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче 30 хваттерлĕ çуртра пурăнма тытăнакансене уçăсем пачĕ /сăн ӳкерчĕкре/. Çурта Çĕрпӳри «ПМК-8» ООО /генеральнăй директорĕ В.Ижелеев/ строителĕсем кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа çĕкленĕ. Çĕнĕ хваттер хуçисене Иван Моторин премьерпа Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб ăшшăн саламларĕç. Валентин Николаевич ку ыйтăва малашне те кун йĕркинчен кăлармассине шантарчĕ.

Каярах «Колизей» культурăпа кану центрĕнче районпа хула ертӳлĕхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, предприятисемпе хуçалăхсен, вĕренӳ, культура, сиплев учрежденийĕсен директорĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне кăçалхи умри тĕллевсене пĕтĕмлетме-сӳтсе явма канашлăва пухăнчĕç.

 

Юрий СТЕПАНОВ

Министрсен Кабинечĕн сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.