Утасчĕ тĕрĕс çулпала

5 Пуш, 2020

Çул çитмен çамрăксен хушшинче преступлени тăвасси, саккун йĕркине пăснă тĕслĕхсем пурри пăшăрхантарать. Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, кукăр çулпа каясран сыхласси пирĕн ума куллен кăткăс ыйтусем кăларса тăратать. Çавăнпа эпир, вĕрентекенсем, ÿсекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшатпăр. Шкулта тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.

Нумаях пулмасть пирĕн вĕренекенсем Шалти ĕçсен министерствин полици майорĕпе Надежда Стефиновăпа «çавра сĕтел» ирттерчĕç. Надежда Владимировна çул-йĕр хăрушлăхĕ, çул çитмен ачасем час-часах тăвакан преступленисем çинчен каласа кăтартрĕ. Уншăн саккун тăрăх мĕнле явап тыттарассине те асăнса хăварчĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май инспектор шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине аса илтерчĕ.
Çакнашкал тĕл пулусем ÿсекен ăрăва паянхи пурнăç сукмакĕпе тĕрĕс те çирĕп утма пулăшасса шанас килет.

www.hypar.ru

Лариса ЛЕОНТЬЕВА, Шупашкар, 24-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.