çамрăксем

15 Раштав, 2020

Çамрăксем проекчĕсемпе паллаштарчĕç

Чăваш Енри пултаруллă çамрăксем, Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалне хутшăннисем тата унта çĕнтерсе федераци грантне çĕнсе илнисем паян «ИСЕРВ» компанире пулса курчĕç.

2 Юпа, 2020

Наградăсем хуçисене тупрĕç

«Чи малтанах наставниксене, атте-аннепе юлташсене тав тăватăп», — терĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕн студентки Валерия Субботина. Паян ăна, «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионатне хутшăнса наградăсене тивĕçнĕ ытти çамрăка чысларĕç.

20 Çурла, 2020

Çартан пăрăнса çÿренĕ

Елчĕк районĕнче пурăнакан икĕ каччă салтака каяссинчен пăрăннă. Çавăншăн вĕсене явап тыттарнă.

19 тата 22 çулсенчи икĕ çамрăк çар ретне тăма юрăхлă пулнă. Вĕсене 2019 çулхи чÿк уйăхĕнче çар комиссариантне чĕнсе повестка тыттарнă. Палăртнă кун çитсен каччăсем кайман. Вĕсен тĕлĕшпе РФ Уголовнăй кодексĕн 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă. Çартан пăрăнса çÿренĕ каччăсене суд 20 тата 25 пиншер тенкĕ штрафланă. Сăмах май, маларах Çĕмĕрлери каччăна çавăншăн явап тыттарнă.

20 Çурла, 2020

Студентсем шкул ачисене вĕрентĕç

Республикăри аслă шкулсенче педагога вĕренекен аслă курс студенчĕсем шкулсенче вĕрентейĕç. Ку ыйтăва И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ «çавра сĕтелте» сÿтсе явнă.

Калаçăва Чăваш Ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай пуçлăхĕ Алексей Григорьев, ЧППУн ректорĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров тата ыттисем хутшăннă.

22 Утă, 2020

Çамрăк стоматолога килĕштереççĕ

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче çĕнĕ специалист, Никита Новокрещенов, ĕçлеме пуçланă. Каччă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ дипломлă специалист, ординатор. Ÿлĕмрен чăн-чăн специалист пулса тăма ĕмĕтленет.

Pages