Уй-хир уявĕнче

5 Утă, 2017

Ака-суха вĕçленсен, акни-ларт­ни шăтса тухсан «Уй кунĕ» республика куравне йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче иртрĕ.

Курава Раççейри 6 регионран 20 ытла предприяти ял хуçалăх техники, паха вăрлăх, ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлемелли хатĕрсем, минерал удобренийĕсем тăратнă. Энерги ресурсне перекетлекен 100 ытла техникăна пысăк лаптăкра ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Хăватлă комбайнсемпе тракторсене, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсене уява пуçтарăннисем тĕлĕнсе сăнарĕç. Хушма хуçалăхра ĕçлемелли пĕчĕк калăпăшлă техника та пур. Институтăн сăнав лаптăкĕсемпе те паллашрĕç. Кунта çĕр ытла ÿсен-тăран культурине тĕрлĕ условире тĕрĕслесе пăхаççĕ. Ăнăçлисене хуçалăхсенче сараççĕ.

Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин уçрĕç. Иван Борисович мероприяти ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, çĕнĕ техникăпа паллашма, вĕсене туянмашкăн килĕшÿсем тума меллĕ вырăн пулнине каларĕ.

Куравра иртнĕ çул Раççейре кăшман туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ хуçалăхсене те палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна «Колос» агрофирма /Шăмăршă районĕº йышăннă. Иккĕмĕш­не — «Исток» /Патăрьел районĕº, виççĕмĕшне — «Дружба» /Комсомольски районĕº. Вĕсене I, II, III степень Дипломсемпе чысларĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.