Уяв: аннене ылтӑнпа та илме ҫук

Паян Чӑваш Патшалӑх Оперӑпа балет театрӗнче Амӑш кунне халалланӑ йӑлана кӗнӗ уяв иртрӗ. Республикӑри маттур та пултаруллӑ амӑшӗсене ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫи Алевтина Федорова, Чӑваш Республикинчи Ашшӗсен канашӗн правленийӗн председателӗ Алексей Мурыгин, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова саламларӗҫ.

"Эпӗ сирӗнпе Амӑш кунне уявлама питӗ хавас. Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче аннерен хакли никам та ҫук. Аннене нимӗнле укҫапа та, ылтӑнпа та туянма ҫук. Чӑваш Енри мӗн пур аннене ачисемшӗн вӑй-халне, чун ӑшшине шеллеменшӗн чӗререн тав тӑватӑп", - терӗ Михаил Васильевич. Уявра маттур амӑшӗсене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас