«Вăрăмхăвасемпе тăва та çавăрма пулать»

Казначеевсен çемйипе республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне паллашма тÿр килчĕ. Пĕр килте авалхи йăла-йĕркене пăхăнса виçĕ ăру пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, çемье пахалăхĕсене упрани килĕшрĕ мана. Вĕсемпе курнăçас тĕллевпе Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвана çула тухрăм. Сăмахăм паян кил хуçи хĕрарăмĕ, асăннă ялти клуб заведующийĕ, вулавăш хуçи Лариса Казначеева çинчен.

«Артистка арăм мар, шофер упăшка мар»

— Лариса Ивановна, культурăна мĕншĕн кайрăр?
— Тĕрĕссипе, пĕчĕк чухне культура мĕнне ăнланман. Вăл вăхăтра массовик-затейник пурччĕ. Çавăнта вĕренме каятăп теттĕм. Анчах пĕрремĕш учительница: «Артистка арăм мар, шофер упăшка мар», — тесе кăмăла хуçрĕ. Сакăр класс пĕтерсен мĕнне ăнланса мар, сăмахĕ чăтма çук илемлĕ пулнипе Хусана фармацевта вĕренме кайрăм. Диплом илсен Шупашкарта ĕçлеме пуçларăм. Кĕçех çемье çавăртăм. Ача çуралсан пурăнмашкăн яла куçма тиврĕ. Хĕрĕмĕр хулара чирлетчĕ, яла кайсан сывалатчĕ… Ялта мана, декрет отпускĕнче лараканскере, машинăпа трактор паркĕнче ĕçлекен арçынсем вăйпа тенĕ пекех клуба ĕçлеме кĕртрĕç. Хуçи çуккипе культура вучахĕ икĕ-виçĕ уйăх хупă пулнă. «Клуб таврашĕнче Лариса кăна ĕçлеет», — ĕнентернĕ арçынсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кондратьев мана «çураçма» килех пычĕ. «Ятарлă пĕлÿсĕр пултараятăп-ши?» — турткалашрăм малтанах. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине куçăн мар майпа вĕренме кĕрсен ĕçе пĕчĕккĕн кĕрсе кайрăм. Ĕçлесен-ĕçлесен пĕлÿ çитменнине туйрăм. Хусанти культура институтне вĕренме кĕтĕм. 15 çынна суйласа ятарлă ушкăн йĕркелерĕç. Вун пиллĕксĕмĕр те диплом ĕçне «5» паллăпа хÿтĕлерĕмĕр. Ăнсăртран кĕмсĕрт килсе ÿкрĕм культурăна. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çамрăк чухнехи ĕмĕт — массовик-затейник пулас тени — пурнăçланчĕ. «Чăнах та, эпĕ хамăн çăкăра çиетĕп», — тетĕп ялан. Юратнă ĕçре 26 çул иртнине сисмерĕм те. Малтан вулавăшра тăрăшрăм. 1998 çулта клубра ĕçлекен пулмарĕ. «Клуба та хăвăн çине илсе юл», — терĕç мана ялтисем. 20 çул ытла ĕнтĕ пĕчченех çак икĕ лава туртатăп.
Ăнланнă тăрăх, сирĕн культура вучахĕ хĕмленмеллипех хĕмленет. Калăр-ха: мĕнле ĕçсем тăватăр?
— Клубра ĕçлеме тытăннăранпах ачасем валли «Илемпи» театр кружокĕ ĕçлет. Аслисен театр ушкăнĕ «Çăлкуç» ятлă. Кунсăр пуçне ташă ушкăнĕ те, уйрăмшарăн юрлама хăнăхмалли кружок та пур. Библиотека çумĕнче çамрăксем валли «Атлант» ушкăн йĕркеленĕ. Нарăсăн 23-мĕшĕнче эпир çулсеренех Арçынсен фестивальне ирттеретпĕр. Вырăнти спонсорсем парнесемпе пулăшаççĕ. Ял çамрăкĕсемшĕн асра юлмалли мероприяти тăвас килетчĕ манăн… Уявра спорт вăййисемпе конкурсĕсем йĕркелетпĕр, хуранпа салтак пăтти пĕçеретпĕр. Поварĕ яланах аннем — Надежда Носова.
Чи интересли сирĕн ĕçре мĕн-ши?
— Çынпа хутшăнса, калаçса чăн тĕшшине тупма май пурри. Ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленнĕ май хавхаланса ĕçлени килĕшет. Пĕр ушкăнăн пĕр интерес пулсан вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çав çынсемпе тăва та тепĕр май çавăрма пулать.

Лимит ыйтма — Мифтахутдинов патне

Сирĕн клуб иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хута янă пулсан та çирĕп курăнать-ха.
— Клуба тирпейлĕ тытма, çулсеренех пĕчĕк юсав ĕçĕсем ирттерме тăрăшатпăр. Паллах, çурта çĕнетес килет. Чÿречисем хăйĕн ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ. Çĕнĕ алăксем лартсан аван пулмалла. Çитес вăхăтра сцена тумтирне улăштарма ĕмĕт пур. Кăçал çулла клуб стенисене сăрларăмăр. Анне спонсор пулчĕ. Маларах вулавăшăн маччине çĕнĕлле тунă чухне упăшкапа чутах çапăçса каяттăмăр… Культурăра ĕçлекенĕн темĕн тума та пĕлмелле, анлă тавра курăмлă пулмалла.
Елчĕк тăрăхĕнчи клубсенчен маларах Вăрăмхăварине газ кĕрттерме епле май тупрăр?
— Пирĕн яла 1997 çултах Тутарстанран газ килнĕ. Клуба вара сенкер çулăмсăр хăварчĕç. Елчĕк тăрăхĕнче килсене газ кĕртме пуçласан çак ыйтăва çĕклерĕм. «Лимит çук», — терĕç район администрацийĕнче. Вара лимит ыйтма Шупашкара «Чăвашсетьгаз» пуçлăхĕ Кияметдин Мифтахутдинов патне хам кайрăм. Ун чухне иккĕмĕшпе йывăр çынччĕ. Секретарĕсем манăн документсене хуçи патне илсе кĕчĕç. Вĕсем те лимит тулнине пĕлтерчĕç. Пĕрре каланипе парăнма хăнăхман эпĕ. «Ĕç кунĕ вĕçленичченех ларатăп, анчах Кияметдин Садыртдиновичпа куçа-куçăн калаçмасăр киле каймастăп. Вăл пĕрех çак алăкранах тухать», — терĕм секретарĕсене. Таврана хура чатăр карма пуçласан йышăнчĕ мана Мифтахутдинов. «Таврари тутар ялĕсенче пуринче те газ пур, пирĕн Вăрăмхăва клубĕнче çук. Ялти культура вучахĕнче сенкер çулăм çукки-не пĕлсен вĕсем манран кулса вилеççĕ», — ăнлантартăм ăна. «Сире Энис апи салам каласа ячĕ», — хушса хутăм çийĕнчех. Аса килнĕ пĕртен-пĕр тутар ятне персе ятăм. Тен, ун пеккине пĕлет пуль терĕм… Елчĕке лимитпа таврăнтăм вара. Тепĕр уйăхран клуба газ ятăмăр.
Сирĕн тăрăхра çамрăксем яла юлаççĕ-и?
— Çамрăк мăшăрсем, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пур. Кăçал ялта пĕр ача çуралчĕ. Шкула çÿрекеннисем 20 ытла. 11-шĕ тутар шкулне Лашчăпуçа каять. Ачасемпе çамрăксемшĕн клуб — канмалли, савăнмалли, тĕл пулмалли вырăн. Аслă ăрурисем Мускава ĕçлеме çÿремеççĕ, кÿршĕллĕ тутар ялĕсенчи сысна, ĕне комплексĕсенче, вырăнти фермер патĕнче вăй хураççĕ. «Вăрăмхăва пĕтрĕ», — тесе калас килмест. Тĕнче шăтăкĕ мар, тĕнче кăвапи вăл пирĕншĕн. «Тĕнчен чи ырă, чи лайăх çĕрĕ çинче пурăнатпăр», — тет ялан анне.

Никам та пăрăнса юлмасть

2019 çул Театр çулталăкĕ пулать. Мĕнле ĕçсем тума палăртрăр?
— Театр çулталăкĕ пулать тесен питĕ савăнтăм. Кăçал эпир ачасен «Илемпи» ушкăнĕпе «Кулăшла инкек» спектакль лартса районта пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Ачасен театр кружокĕпе республикăра икĕ хутчен çĕнтертĕмĕр. «Хĕрарăм рольне чи дайăх калăплакан» номинацире икĕ хутчен мала тухрăмăр. Аслисен «Çăлкуç» театр ушкăнĕпе районта «Чи лайăх спектакль» номинацире темиçе хут палăртăмăр. Нумаях пулмасть ял-йыша «Пĕрисем — уя, теприсем — туя» спектакльпе савăнтартăмăр. 2019 çулта «Масаркассин 77-мĕш матки» лартса пăхасшăн. Вулама питĕ кăсăклă вăл. Артисчĕ те нумай кирлĕ мар. Анчах унта кĕтменлĕхлĕ курăнусем пур. Ял çынни питĕ сăпайлă, пултараятпăр-ши ĕнтĕ? Çемье ансамблĕ пур пирĕн. Унта — Казначеевсем, Александровсем, Московскисем. Анне, упăшка, хĕрĕм юрлама çÿреççĕ, спектакльсенче выляççĕ, культурăран нихăшĕ те пăрăнса юлмасть.
Апла хăвăр ĕçĕрпе пурне те «чирлеттернĕ» эсир?
— Тыл пулăшмасан пĕччен нимĕн те тăваймăн. Анне ĕмĕрĕпех столовăйра ĕçленĕ те: «Çиекен пĕлмест, пĕçерекен пĕлет», — тет. «Куракан пĕлмест, ĕçлекен пĕлет», — калатăп эпĕ.
Культурăра укçине нумаях памаççĕ, мĕнпе çырлахса пурăнатăр?
— Ĕçе юратсан укçи-тенкине пăхмастăн. Паллах, юрланипех çемьене тытса тăраймастăн. Килти хушма хуçалăхра выльăх- чĕрлĕх тытатпăр. Усратпăр кăна мар, кăсăкланса пурнăçлатпăр çак ĕçе. 20 çула яхăн ĕнтĕ сĕт юр-варĕ — тăпăрчă, сĕт, турăх, икĕ тĕрлĕ хăйма, услам çу, сыр, тăвараллă çу — сутатăп. Маларах Тутар Пăвине çÿреттĕм, халĕ çичĕ çул ĕнтĕ Елчĕк пасарне илсе тухатăп. Халăха вĕретнĕ хăйма çиме те вĕрентрĕмĕр. Хăймине сепараторпа уйăратăп та газ çинче вĕреме кĕртетĕп. Вăл урăхларах тутăллă пулать, нумайрах упранать. Апат-çимĕçе янтăлама анне вĕрентсе пырать. Виçĕ ĕне, вăкăр, сысна, хур-кăвакал, бройлер йышлă усратпăр. «Япала çити-çитми ан пултăр, çиттĕр те, юлтăр та», — ăс парать çывăх çыннăмăр.
Сире Виктор Петров Шупашкара кулăш театрне «вăрласа» каясшăн пулнă…
— Пĕр 5-6 çул ĕçлесен пирĕн яла Виктор Петров хăйĕн ушкăнĕпе килчĕ. Эпĕ хайхи чупкалатăп, артистсене пăхатăп. «Ай тур-тур, сире хамăр театра илсе каймалла. Эсир чисти пирĕн театр валли пек калаçатăр», — терĕ Петров. «Сирĕнпе кайсан ялти культурăна кам çĕклет?» — калаçăва сыпăнтартăм эпĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.