Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ чӗнме мӗнле шӑнкӑравласа ҫитмелле?

2 Çĕртме, 2020

Чӑваш Енре пурӑнакансем васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне кирек хӑш вӑхӑтра та "103" номерпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли Шупашкарта Пӗрлехи call-центр йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне васкавлӑ пулӑшу кирлӗ чухне "112" номерпе те шӑнкӑравлама юрать.

Республикӑн хуть те хӑш кӗтесӗнчен "103" номерпе шӑнкӑравласан Пӗрлехи call-центрӑн фельдшерӗ (медицина сестри) хуравлӗ, "112" номерпе вара - 112 Службӑн операторӗ.

Ҫапах та хӑш чухне пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку ытти регионсемпе юнашар вырнаҫнӑ районсене пырса тивет. Ҫапла "103" номерпе шӑнкӑравласан юнашар регионӑн медицина пулӑшӑвӗн службине ҫитме пулать. Ун пек чухне Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 8 (8352) 41-98-60 номерпе тӳрремӗн шӑнкӑравлама сӗнет.

www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас