Васкавлăх тÿлевлĕ мар

4 Авăн, 2019

Республикăн Шалти ĕçсен министерствин Миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн сотрудникĕсен ĕçне Чăваш Енре пурăнакансем ырласа хаклаççĕ. Çакна çирĕплетекенни — патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнчи «Сирĕн тĕрĕслев» уйрăма килнĕ тав çырăвĕ.

Хĕрарăм ШĔМĕн миграци подразделенине ют çĕршыв паспорчĕ хатĕрлеме килнĕ. Документ васкавлă кирлĕ — чикĕ леш енне пĕр тăхтамасăр вĕçсе каймалла. «ШĔМĕн Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи 37-мĕш çуртра ĕçлекен коллективне пысăк тав, — çырать хĕрарăм. — Пакунлă çынсем паспорта хăвăрт илме пулăшрĕç. Пирĕншĕн, унта хамăрăн ыйтусемпе пыраканскерсемшĕн, полици сотрудникĕсен тараватлăхĕ, тăрăшуллă ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пек çынсем ытларах пулччăр!»

ЧР ШĔМĕ вара аса илтерет: кивĕ тата çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспорчĕсене хатĕрлемелли вăхăт çын кирлĕ мĕн пур документа панă хыççăн шутланма тытăнать. Документсене пурăнакан вырăнти подразделение парсан паспорта 1 уйăхран кая юлмасăр хатĕрлесе параççĕ, вăхăтлăх пулнă вырăнта парсан — 3 уйăх таран.

Ют çĕршыв паспортне хатĕрлемешкĕн Раççей гражданинĕ патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрсене кайма пултарать. Ку ĕçе çавăн пекех патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та пурнăçлама май пур — кун пек чух ют çĕршыв паспортне илнĕшĕн тÿлемелли патшалăх пошлини тĕлĕшпе 30% çăмăллăх пулĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн ют çĕршыв паспортне хатĕрлессине хăвăртлатмашкăн тÿлев илессине палăртман, васкавлăхшăн укçа ыйтакансен хăтланăвĕ саккунпа килĕшсе тăмасть — ултав шутланать. Кунашкал тĕслĕхсем пирки ШĔМ шанăç телефонĕпе çак номерпе пĕлтерме сĕнет: 8 800 100 84 02.

 

Комментари хушас