Вĕсем мар тăк кам?

27 Авăн, 2018

«Пирĕнсĕр пуçне никам та!» — девиза десантниксем çеç мала хумаççĕ иккен. Каçал тă-рăхĕнчи Асанкассинчи пуçаруллă çамрăксен юратнă каларăшĕ те вăл. Вĕсен кăштах урăхла-рах янăрать пулсан та тĕп шухăшĕ пĕрешкел. Юлашки çулсенче Асанкассинче кăмăллă ул-шăнусем пулса иртнĕ: çăл вырăнĕнче купель уçнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса стела вырнаçтарнă... Йăлтах хастар çамрăксем тăрăшнипе.
 

Вăрçăра пуç хунисене асăнса...

Ĕçрен ÿркенменнисен йышĕнчен чи пуçарулли — Клим Салаев. Тăван тăрăх лайăх енне улшăннишĕн, хăтлăланнишĕн савăнать яш. Пилĕк çул каялла, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вăрçăра пуç хунисене асăнса ялта çĕнĕ стела лартмаллине сĕнсен, Клим тусĕсемпе хăпартлансах ĕçе пуçăннă. Ара, кивви вăхăт иртнĕçемĕн тĕксĕмленнĕ, сăнсăрланнă. «Çитменнине, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ ентешсен ячĕ-шывĕ те çукчĕ ун çинче. Пирĕн, çамрăксен, тата çитĕнекен ăрă-вăн хамăрăн паттăрсене пĕлмеллех, вĕсене ĕмĕр-ĕмĕр упрасчĕ. Асра кăна мар, палăк çинче те юлччăр. Манăн асатте Максим Салаев та пиччĕшĕсемпе тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, асаттепе пĕр пиччĕшĕ ырă-сывах килнĕ. Ялтан 400 ытла çын фронта тухса кайнă, 200 ытла паттăр çеç каялла таврăнайнă... Вĕсен ячĕсене халĕ пурте стела çинче вуласа пĕлме пултараççĕ, нумай çул иртсен те упранĕç вĕсем», — каласа кăтартрĕ малашнехни пурнăçне ялпа çыхăнтарас тĕллевлĕ 30 çулти Клим. Шухăшласа хуни — пĕрре, ăна пурнăçа кĕртмелле вĕт-ха. Кунта вара йывăрлăхсем сиксе тухнă, чи малтан укçа-тенкĕ çитменни ура хунă. Çамрăксем ку тĕлĕшпе хастар ĕçленĕ, укçа пухнă. Пулас стела валли вырăн та палăртнă — ял варри. Унти айлăм вырăнта кĕркуннепе çуркунне шыв пухăннăран малтан çĕре тикĕсленĕ, хыççăн никĕс хывнă. Йышпа ĕç кал-кал пынă. Иван Белков историк паттăрсен ячĕсене тăванĕсенчен ыйтса пĕлнĕ, Шупашкарти архивсене, çар комисса-риачĕсене çитнĕ. Каçал тăрăхĕн ентешлĕхĕ те айккинче юлман, Сергей Лукиянов архитектор палăк эскизне хатĕрленĕ. Хĕрлĕ çăлтăрпа ун çийĕн тÿпенелле вĕçекен виçĕ аиста Шупашкарти пĕр предприятире ăсталанă. Çĕнтерÿ кунĕнче стелăна уçма палăртнă ял хастарĕсемшĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕ асра юлнă. Шăпах çав кун пысăк çăлтăра Асанкассине илсе çитернĕ. Клим ытти çамрăкпа ти-евлĕ машина тупса Шупашкара çул тытнă, стелăна палăртнă вырăна тиесе каймашкăн ПАИрен ирĕк ыйтнă, вĕсене яла çитиех йĕрке хуралĕн машинисем ăсатнă. Çав кунах стелăна вырнаçтарнă. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ кунхине, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитнĕ. «Стела яла капăрлатма пуçласан вăрçăра пуç хунă тепĕр икĕ ентешĕн ячĕ-шывĕ паллă пулчĕ, кун пирки тăванĕсем пĕлтерчĕç. Тĕлĕнмелле: списокра шăпах тата икĕ хушамат валли вырăн пур! Çывăх вăхăтра ăна тултарăпăр», — хавхаланса калаçрĕ каччă.

Сăваплă вырăн

Паллах, çакăнпа çеç лăпланса ларман Клим, малалла ĕçлеме тĕллевленĕ. Часах çĕнĕ шухăш та сĕннĕ: ялти çăла тасатса купель тумалла. «Сергей Кондратьев усламçă кун пирки стелăна уçнă çулах, виçĕм çул, сăмах пуçарчĕ-ха. Анчах ăна пурнăçламашкăн вăхăт чылай кирлĕ пулчĕ. Каллех çивĕч ыйту укçа-тенкĕ тĕлĕшпе тухрĕ пулин те пуç усмарăмăр. Ахальтен-им ĕçе пуçăнтăмăр? Çурма çулра чарăнмастпăрах тесе шухăшларăм, çамрăксем укçа пуçтарчĕç, ытларах пайне Сергей Валентинович хыврĕ. Вăл вăхăт тĕлне ялти çăл хупланма та пуçланăччĕ, шыв çĕр айĕнчен аран тухатчĕ. Ăна тасатрăмăр, уçрăмăр. Халь шыв сиккинчи евĕр çăл куç тапса тăрать, киленмелĕх пур. Ун таврашне тирпейлес ĕçе техникăпа пурнăçларăмăр, Сергей Валентинович тăрăшнипе крановщикпе экскаваторщик килчĕ. Ял халăхĕ те айккинче юлманни хавхалантарчĕ, хĕрарăмсем черетпе апат хатĕрлесе çитерчĕç. Çимĕçĕсене хăйсемех туяннă», — сумлă ĕç Асанкассисене пĕрлештернине палăртрĕ тăрăшуллă çамрăк. «Çакăнта илемлĕ çурт ларнă тăк епле лайăх пулĕччĕ», — ĕмĕтленнĕ вăл. Шухăшланă — тунă. Строительте вунă çула яхăн тăрăшакан Климшăн ку питĕ пысăк йывăрлăх кăларса тăратман. Унăн тусĕсемшĕн те çавах — пурте çурт-йĕр хăпартас енĕпе тăрăшаççĕ. Сăваплă купель çурчĕ еплерех пулмалла? Кун пирки ушкăн нумай шухăшланă, Клим интернетра кăмăла каяканнине, ют çĕршыврине, шыраса тупнă, хăйне евĕрлĕхĕ-пе илĕртнĕ вăл ăна. Çурт капăр, илемлĕ пултăр тесе тăрăшнă çамрăксем. Хыр туяннă, ăна хăйсемех каснă. Йывăçа йĕркене кĕртес, хăма хатĕрлес тĕлĕшпе ялта пилорама тытса тăракан Геннадий Райкин тÿпе хывнине палăртрĕ яш. Чÿречесене хăйне евĕр, ятарласа ĕнтсе кивĕ сĕм кĕртнĕ, рамăпа капăрлатнă. Сăмах май, каччă çитес вăхăтра хăйĕн валли çурт хăпартмашкăн тĕллевленĕ, вăл та ыттисенчен расна эрешсемпе капăрлатни пулĕ.
Çÿллĕ вырăнта вырнаçнă пĕчĕк çуртăн тăрри йăлтăртатни аякранах курăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.
Gov.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.