Ветерансем... ташлаççĕ

11 Чÿк, 2019

Фитнес-залра вырăс халăх илемлĕ кĕвви янăрать. Урай варринче тăракансем саркаланса ташша çапма тытăнассăнах туйăнать. Чăн та, питех те хастаррăн хускалаççĕ вĕсем. Анчах урăхла курăнать халăх ташши. Çĕнĕлле. Степ теççĕ ăна. Ура айне хунă ятарлă пусмасем çине вăр-вар хăпараççĕ те анаççĕ ташăçăсем. Вырăс кĕввипе явăнакансем урисемпе аллисене халăх мелĕпе хускатма та манмаççĕ. Мĕн тери илем! Куç тулли савăнăç кÿрекенсем — 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсем. Çамрăксенчен ним мар ирттереççĕ хастарскерсем.

Шухăшлама шантарнă…

Маттур та пултаруллă çын темĕн чухлех. Хастарлăхне, харсăрлăхне çулсем иртсен те çухатманнисем те çителĕклĕ. Шăпах çакнашкаллисенчен йĕркеленнĕ те фитнес-аэробикăпа туслă асаннесемпе кукамайсен «Хĕрсем» ушкăнĕ. Вĕсене «Промтрактор» заводра тăрăшнă, халĕ ку предприятин ветеранĕсен канашĕн ĕçне йĕркелесе пыракан Галина Алексеева ертсе пырать.
— Пирĕн заводра Физкультурник кунне паллă тăвасси йăлара. Кану çуртне пуçтарăнатпăр та тĕрлĕ уйрăм ĕçченĕсен хушшинче хаваслă старт йĕркелетпĕр. Çулталăк çурă каялла ветерансен канашĕн председателĕн тилхепине шанчĕç. Сывлăха упрас ыйтăва çĕклерĕм. Кашни ăмăртăва хутшăнатпăр. Шашка-шахмат, çăмăл атлетика — нихăш ăмăртуран та юлмастпăр. Хайхи Сывлăх кунне пĕлтĕр ветерансен ушкăнне те хатĕрлерĕм. Физкультурник кунĕ çăлтăрпа пĕрле хускану тунинчен пуçланать. Ăна йĕркелеме Республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президентне Ок-сана Вербинăна чĕнтĕмĕр те. Ачасемпе питĕ лайăх мероприяти ирттерчĕç. Гимнастика тума тухнă ушкăнра ветерансем те пурччĕ. Хамăра валли ятарлă тум та хатĕрленĕччĕ эпир. Оксана Вербина хыççăн кашни хусканăва тăрăшса пурнăçларăмăр. Зарядка вĕçленсен тантăшсемпе ветерансем валли ятарлă ушкăн хатĕрлеме май пур-ши тесе сăмах пуçартăмăр. Шухăшлама шантарчĕ, — хĕрарăмсем аэробикăпа епле туслашнине каласа кăтартма тытăнчĕ Галина Георгиевна.
Çапла «Хускану — пурнăç» проект çуралнă. Вăл пурнăçланнă май «Хĕрсен» фитнес-зала çÿреме май тупăннă. Çулталăк хăвăртах иртнĕ. Юхăма малалла та аталантарас тĕлĕшпе пуç ватнă май çĕнĕ проект çырăннă. «Фитнес Star» федераци шайĕнче грант çĕнсе илни кăçал та малалла ĕçлеме май парать.
Хĕрарăмсем кĕлеткине вылятса сывлăхне çирĕплетнипе кăна çырлахмаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Аэробика, степ дисциплинисемпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр те, кăçал та Раççей шайĕнчи кубоксене тивĕçнĕ вĕсем. Кăçал — икĕ хутчен те. Пĕр вырăнта тăмаççĕ «Хĕрсем», аталанас туртăмпа хавхаланнăскерсем çĕнĕрен- çĕнĕ мелсене алла илесшĕн тăрăшаççĕ.

Тăватă кĕтесре пиллĕкмĕшне шырамалла мар

— Ветерансем ватăлманнине, хăйсене аталантарма тăрăшнине, обществăшăн малашне те кирлĕ пулма тăрăшнине ырламала çеç. Паллах, çулла çĕр çинче аппаланаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах хĕлле пушă- çке. Тăватă кĕтесре пиллĕкмĕшне шыраса лармалла-им? Тĕрĕс. Хастар пурăнмалла. Кун валли мĕн кирлĕ-ха? Пĕрремĕшĕнчен, сывлăх. Вăл — хусканура. Иккĕмĕшĕ, пĕр шухăшлă çын-сем. Ман пата сĕнÿ ыйтма хăюллисем пычĕç. Кашниех хал çитереймест кунашкал утăм тума. Проект çырма сĕнтĕм. Галина Георгиевна ку тĕлĕшпе питĕ маттур. Пĕр шухăшлă хĕрарăмсене пухрĕ. Пăхăр-ха, епле хастар вĕсем! Ачасем те тĕслĕх илеççĕ вĕсенчен. Çулталăк хушшинче епле çамрăкланчĕç! — хутшăнчĕ калаçăва фитнес-аэробикăн республикăри тĕп тренерĕ Оксана Вербина. — Кашни çыннăн пĕр- пĕрне пулăшма пĕлмелле. Пирĕн ватлăх та инçе мар. Çавăнпах паян пулăшу ыйтакан ветерансене халь пулăшмалла. «Хĕрсемпе» ăçта кăна çитмерĕмĕр пуль! Шухăша ырлаççĕ-ха, анчах пире пулăшу кирлĕ-çке. Куншăн сăмах тивни те пулать. Мĕншĕн ытти федерацин те ветерансемпе ĕçлемелле мар? Обществăна пулăшма йĕркеленнĕ-çке эпир. Сывă пурнăç йĕркине аталантарас тетпĕр хамăр… Ачасем спорт секцийĕсене тÿлевлĕ çÿрени те тĕрĕс мар. Пурне те мар тăк, чи пултаруллисене хавхалантармалла хăть.

Ыратни те манăçать

— Физкультурăпа яланах туслă пулнă эпĕ. Йĕлтĕрпе те чупнă, çăмăл атлетикăпа та аппаланнă. Çемьере 7 ача ÿснĕ эпир. Кашниех спортпа туслă çитĕннĕ. Хăвăрт утассипе тĕнче чемпионки Роза Ундерова манăн тăван аппа сăмахран. Ыттисем те спорт мастерĕсем, пĕрремĕш разрядлă спортсменсем. Ĕçре те яланах хастар пулма тăрăшнă. Халĕ те лăпланас килмест. Юрлатпăр та, ташлатпăр та. Ветерансен канашне черетлĕ çынна йышăннă чухне те вăл хăш енпе пултаруллине тĕпчетĕп.
67 çулта эпĕ. Чунпа вара эпир пурте çамрăк. Шупашкарта пурăнакансене, килте ларакансене хамăр йыша чĕнетпĕр. Килсе курăр хăть. Тен, кăмăла каять, — тет Галина Алексеева калаçăва тăснă май.
Альбина Голубниченко акă 74 çулта. «Хĕрсен» хушинче аслисенчен пĕри вăл. «Промтракторта» ĕçленĕскер аэробикăпа пĕрремĕш кунтанах туслашнă. Ури ыратнине те манать-мĕн тусĕсен хушшинче.
— Паллах, сурать ура. Пĕчĕк пайсене салансах хуçăлнăччĕ. Çак ыратăва мансах ташлатăп. Чĕркуççи те ырататчĕ... Чарăнчĕ- ха… Халĕ хама чылай лайăхрах туятăп, — палăртать Альбина Ивановна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.