Йĕрĕх йăха аталанма пулăшать

Анчах вăл мĕнне халĕ никам та калаймасть

«Пурнăç телейĕ ялта кăна», — тет республикăри паллă тавра пĕлÿçĕсенчен пĕри. Вăл Муркаш тăрăхĕнчи Калайкасси шкулĕнче тавра пĕлÿпе истори музейĕ йĕркеленĕ. Кĕнекисем те унăн чăваш культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă. Сăмахăм Евгений Ерагин çинчен.

Евгений Ерагин 1955 çулта Муркаш районĕнчи Яраккассинче çуралнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн — механизаци, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕсенче пĕлÿ илнĕ. Вырăнти совхозра инженерта ĕçленĕ, Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе тăван ен культури вĕрентнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Çимĕк-çинçе çитсессĕн», «Йĕрĕх», «Юнкăпуç тата Спиридон Янтуш», «Куçма Пайраш çыравçă — врач», «Очерки по истории села Белавки», «В устье Суры по Огневке» тата ыттисем.

Шухăшламан çĕртен учитель пулса тăнă

Евгений Евстафьевич, эсир хăвăр телее ялта тупнă-и?
— Чĕнсен те ниçта каяс темен. Пĕр вăхăтра çитĕннисемпе яла юлма калаçса татăлтăмăр. Яраккассинче чăваш халăх йăли-йĕркине, уйрăмах — Çăварнине, Мăнкуна тата Çимĕке — анлăн паллă тăватчĕç. Халĕ те çапла. Вĕсем халăха пĕтĕçтереççĕ. Пурнăç телейĕ ялта кăна. Хулара Çăварние ялти пек уявлама май килмест. Диплом илнĕ хыççăн совхозра инженерта ĕçлерĕм. «Атя, трактор-автомобиль вĕрентме», — чĕнчĕ пĕррехинче шкул директорĕ. Çапла шухăшламан-туман çĕртен учитель пулса тăтăм. Шкул ачисене хурçă утпа çÿреме хăнăхтартăм. Пĕлÿ çуртĕнчен вĕсем права илсех тухатчĕç. Тепĕр чухне, учитель çук чухне, мана истори, чăваш чĕлхи вĕрентме шанатчĕç. Çамрăкранах топонимикăпа интересленнĕрен историпе филологи факультетĕнче пĕлĕве ÿстертĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чĕлхесĕр пуçне тăван ен культури вĕрентме тытăнтăм. Хастарлăха асăрхарĕç- ши — Вĕрентÿ институтне чĕнчĕç.
Шкулта музей уçас шухăш хăçан çуралчĕ?
— Экспонатсене ачасене тракторпа çÿреме вĕрентнĕ вăхăтрах пуçтарма пуçларăм. Пÿлĕм пысăкчĕ, аваллăхпа çыхăннă япаласене унта вырнаçтараттăмăр. Паллах, тимĕр валли те вырăн уйăрнă. 1989 çулта шкул директорĕ пулăшнипе тавра пĕлÿпе истори музейне уçрăмăр. Унта — шкул историйĕпе, этнографипе, çар темипе çыхăннă экспонатсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аваллăх управçи çумĕнче ветерансен юхăмне йĕркелерĕм. Афган вăрçин ветеранĕсемпе пуçтарăнма пуçларăмăр. Шкулта ача йышĕ чакнăран пĕр класс пушанчĕ те — Афган вăрçин музейне турăмăр.
Çапах, Евгений Евстафьевич, пĕр пытармасăр калăр-ха: чăваш чĕлхи е тракторпа çÿреме вĕрентмешкĕн ытларах килĕшетчĕ?
— Чăваша çĕр çинче мĕнле ĕç пур — пурте килĕшет. Тимĕр-тăмăр та, çĕр ĕçĕ те, чĕлхене вĕрентесси те…

Тухатмăш, вутăш-юмăç тавра

Эсир топонимикăна чылай çул тĕпчетĕр.
— Çапла, диплом ĕçне те топонимикăпа çыхăнтартăм. Çырма, шыв ячĕсене, пурĕ 400 ытла, пуçтартăм. Пысăк ĕç вăл. Сĕнÿсем, тĕрлĕ шухăш пулчĕ ун пирки. Кирек хăш ял çинчен çырас пулсан та чи малтан топонимикине тĕпчетĕп. Малтан вĕсен çĕрĕ тăрăх утса тухатăп, çывăхри тарăн çырмисене, уйĕсене пăхатăп. Çынсемпе калаçатăп, вĕсем ваттисем каласа хăварнисенчен мĕн астунине ыйтса пĕлетĕп. «Ял 200 çулта», — тени нимĕн те каламасть. Вăл хисеп кăна. Топонимикăна тарăнрах пăхсан нумайрах курăнать. Тарăн çырма тенĕрен, пирĕн ял çывăхĕнчи çырмасем — Ункă шывĕн бассейнĕнче. Пирĕн патран Покшавăш шывĕ юхса тухать. «Покш» авалхи çармăс чĕлхинче «варринчи» пĕлтерĕшпе çÿренĕ. «Вăш» юпĕ тени пулать. Покшавăш — варринчи юпĕ. Эпĕ архивсенче нумай ларатăп. Ĕлĕкхи документсенче Яраккассине «Тури Кĕнер тăрăхĕнчи Ойкас» тесе палăртнă. XIX ĕмĕрте кăна ăна Яраккасси теме тытăннă. Ялсене чÿк ирттерме те çÿретĕп. Сăмахран, çĕртме уйăхĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче пултăм. Уявра ачасем, çамрăксем ватăсенчен черет тăрсах пил ыйтаççĕ.
Чăвашăн уяв тата пур, мĕншĕн Çимĕк çинчен çырас терĕр?
— Çимĕк — чăвашсен çуллахи тĕп уявĕсенчен пĕри. Çимĕк хыççăн тепĕр эрнерен — Çинçе. «Çимĕк-çинçе çитсессĕн» кĕнекене йăла-йĕрке питĕ нумай кĕртрĕм. Унта тухатмăшсен алхасăвĕ, вутăшсемпе юмăçсем пирки. Çакă йăлтах ялти ĕç-пуçпа, пурнăçпа çыхăннă. Çимĕкре леш тĕнчерисене мĕнле кĕтсе илсе ăсатса ямалли пирки çыртăм.
Пĕлтĕр илемлĕ хуплашкаллă «Йĕрĕх» кĕнекĕр тухрĕ. Мĕн вăл — йĕрĕх?
— Йĕрĕх — чи малтан чăваш хĕрарăмĕн турри. Вăл этемлĕхĕн амалăх туйăмне тытса тăрать, йăха аталанма пулăшать. Анчах паян ял урамĕ тăрăх утса тух-ха — йĕрĕх мĕнне никам та калаймасть. «Тем усалĕ», — теме пултараççĕ паллах. Эпир пĕлмен нумай япалана усала куçаратпăр. Йĕрĕхĕн хальхи вăхăтри ахрăмĕсем — матрÿшке, пухмач, турăш. Турăша амăшĕсем хĕрсене качча кайнă чухне арчана хурса парса яраççĕ. Çаксем йăлтах йĕрĕхпе çыхăннă йăла-йĕркерен пулнă. Христос тĕнне йышăниччен хĕр-упраçа амăшĕ качча кайнă чухне арçынна юрăхлă пултăр, ача çуратса ÿстертĕр тесе пиллесе панă. Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — качча кайса ача çуратса çитĕнтересси. Чăвашлăха упрас тесен пирĕн чăваш хĕрарăмĕн пурнăç йĕркине упраса хăвармалла. Ачасене чăвашлăх сĕмне амăшĕ парать. Йĕрĕх çичĕ сыпăка çитсен, кукамăшĕ хĕрне, хĕрĕ хăйĕн хĕрне парса пырать, Тÿркĕлли пулать. Вăл пĕлтерĕшĕпе турă патнех çывхарать. Ахаль йĕрĕх чонăш /дух/ кăна. Çак пукане мĕнле пулать-ха? Ача пĕчĕк чухне хăй тĕллĕн мĕн те пулин тума хăтланать. Эпир лавккаран тетте пустуях туянса тултаратпăр. Амăшĕ çĕвĕ çĕленĕ вăхăтра хĕрача катăк-кĕсĕкрен пукане пекки ăсталать. Ăна тунă чухне юрă ĕнĕрлет. Унта чун хывăнать. Унтах — амăшĕн юратăвĕ. Питĕ хаклă çак япала унăн аллинчен каймасть. Йĕркеллĕ, типтерлĕ çемьере вăл яланах упранать. Пĕррехинче Элĕк тăрăхĕнчи Тенире ял сăрине — халăх чÿкне хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Вĕсем пăтта пĕрле пĕçерсе çинĕ хыççăн урам хушшине шăлса çÿп-çапне Йĕрĕх варне кайса пăрахаççĕ. Ялти çынсен 90 проценчĕ ăна Эреке варĕ тет. Пĕр ĕмĕр хушшинче йĕрĕх эрехе çаврăннă.

Пĕр уйăхран тин ят туяннă

Эсир мĕншĕн сухал ÿстеретĕр? Модăра пулнăран-и?
— Касма, тирпейлеме вăхăт пулманран ĕлĕк арçынсем сухалпа çÿренĕ. Сухалпа арçын сăнĕ пур пек. Таса питпе çÿреме хĕр мар вĕт. Хĕрарăм маншăн вăрăм çÿçлĕ пултăр. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.