Йĕркесем

 
Сайтпа усă курмалли йĕркесем
Çак Йĕркесене /правилăсене/ hypar.ru сайтăн /малалла - Сайт/ мĕн пур пайĕ тĕлĕшпе йышăннă. Сайтпа усă куракансен пурин те Йĕркесене пăхăнмалла. Сайтра регистрациленнĕ çын Правилăсене пăхăнма тивĕç. Вĕсемпе килĕшмесен Сирĕн Сайтран каймалла.
 
Çак Йĕркесенче усă куракан тĕп ăнлавсем:
- "Никнейм" /ник/ - ку сайта кĕрекенĕн символ ячĕ*
- "Администратор" - вулакансем сайта хăварнă пĕлтернисене /собщения/ вулакан, йĕркесене пурнăçланине тĕрĕслесе тăракан яваплă çын:
- "Бан" - Йĕркесене темиçе хутчен сĕмсĕррĕн пăснăшăн администратор сайта кĕрекене пĕлтерÿсем вырнаçтарма чарни.
- "Оффтопик" - çĕнĕ хыпарăн темипе килĕшсе тăман пĕлтерÿсем вырнаçтарни, сÿтсе явакан темăна улăштарни*
- "Флейм" - кăнттам, усă курма юраман сăмах çаврăнăшĕсем, кирек мĕнле майпа та кÿрентерни*
- "Флуд" - ăссăрла, тивĕçсĕр содержаниллĕ информаци.
 

1. Пĕтĕмĕшле йĕркесем

1.1. Сайта кĕрекен кашни çын Сайтра сÿтсе явнисене - Сайт материалĕсене ăнлантарса панисене, Сайтпа усă куракан çыхăну тытмалли ытти меле - хутшăнмашкăн ирĕк илме çак Йĕркесене пурнăçлама килĕшÿ пама тивĕçлĕ.
1.2. Сайт администрацийĕн çак Йĕркесене çирĕплетме, модерацин уйрăм политикине ирттерме тулли ирĕк пур.
1.3. Сайт администрацийĕ çак Йĕркесене малатанах пĕлтермесĕр улăштарма пултарать. Сайтпа усă куракан улшăнусем пуласран Йĕркесене пĕрмаях пăхса тăма тивĕçлĕ.

2. Сайтпа усă куракансене регистрацилесси

2.1. Сайтра сайтпа усă куракансене регистрацилекен тытăм пур. Енчен те Эсир пĕлтернисене пост-модераци режимĕнче çырас тетĕр пулсан /пĕлтерни тÿрех пичетленет, Сайт администраторĕ пичетленнĕ хыççăн пăхать/ сире регистрацилемелле.
2.2. Сайтпа усă куракан, регистрациленмен граждансене çак Йĕркесене пурнăçлассинчен хăтармаççĕ. Сайт Йĕркисене пăсмасан çакнашкал усă куракансен комментарийĕсене тÿрех пичетлемеççĕ, тĕрĕсленĕ хыççăн çеç.
2.3. Сайтра регистрациленме Сайтпа усă куракан электрон почтин вăйра тăракан адресне тăратма тивĕçлĕ - унта Сайта кĕме логинпа тата парольпе çыру ярса парĕç. Пароль хăй тĕллĕнех йĕркеленет, Сайтпа усă куракан ăна кăмăлĕ пулсан хăйне кирлĕ пек улăштарма пултарать. Хăвăр пирки информаци кĕртме май пур.
2.4. Сайтпа усă кураканăн условнăй ятне - ник /логин/ - суйласа илесси - Сайтпа усă кураканăн ирĕкĕ. Условнăй майпа усă курни кăмăл-сипет нормисене хирĕçлет, Сайтпа усă куракан ытти гражданиншăн кÿренмелле, е тата Сайтпа усă куракан, регистрациленнĕ гражданинăн условнăй ячĕ евĕрлĕрех пулсан администрацин условнăй майпа усă курассине чарса лартма ирĕк пур. Пĕр евĕрлĕрех условнăй ятпа маларах регистрациленнĕ гражданин усă курма пултарать.
2.5. Сайт администрацийĕ регистраци процесĕ пынă вăхăтра Сайтпа усă куракансен Сайта кĕртнĕ даннăйĕсене урăх çынсене уçса памассине шантарать. Сайт администрацийĕ Сайтпа усă куракана хăйĕн çинчен мĕнле информаци пичетлессине хăйне суйласа илме май парать.
2.6. Сайтпа усă кураканăн сайтра 2 е ытларах аккаунтран ытла пулмалла мар. Енчен те вăл сайтра логин е пароль маннă пулсан регистраци даннăйĕсене çĕнетмелли мелпе усă курма пултарать.

3. Сайтра харпăр хăйне тытмалли йĕркесем

3.1. Пĕр-пĕринпе сăпайлă пулăр! Пĕлтернисем çырнă чухне сетьре кăмăл-сипет йĕркисене пăхăнма тăрăшăр. - Текстăн пысăк пайне пысăк сас паллисемпе уйăрма юрамасть - сÿтсе явнă çĕре хутшăнакан ытти çын çапла çырнине кăшкăру вырăнне йышăнать. Пĕлтернине пĕтĕмпех хурапа е курсив шрифтпа ан çырăр - çакă текста çăмăллăн йышăнма чăрмантарать. Вырăсла çырнă пĕлтерÿсене вырнаçтарма тăрăшăр /ют чĕлхесем тата транслитераци сарăлсах кайман/. Вырăс сас паллийĕсен клавиатури енĕпе татса паман ыйтусем пулсан Эсир хăвăр пĕлтернисен тексчĕсене сайтра вулама меллĕ ен çине куçарма пултаратăр - translitĕru - Хăвăрăн пĕлтернисенче орфографи тата ăнлав тĕлĕшĕнчи йăнăшсем тăвас марччĕ тесе тăрăшăр, ыттисемшĕн вĕсене вулама çăмăл пултăр. Харăсах темиçе пĕлтерни те ан çырăр - Хăвăр маларах çырни çумне мĕн те пулин хушас тетĕр пулсан пĕлтерни çумне çĕнĕ информаци хушса редакцилĕр.
3.2. Блогра çĕнĕ тема уçиччен унта çакнашкал тема пуррипе çуккине пĕлмелле. Çакна "Шырав" функци пулăшнипе пурнăçлама пулать.
3.3. Блогсенче çĕнĕ темăсем йĕркеленĕ чухне çак правилăсене тĕпе хумалла: Тема ячĕ мĕнле те пулин информаци пĕлтертĕр, май килнĕ таран кĕске пултăр. Сÿтсе явмалли тема ăна вырнаçтарнă пайри темăпа пĕр килтĕр. Тема ячĕ унти ыйтăвăн е пĕлтернин пĕлтерĕшне уçса пама тивĕçлĕ. Çакă темăна вуламашкăн çăмăллатма, администраторсен ĕçне ансатлатма кирлĕ. Тема ятне пысăк сас паллисемпе çырмалла мар.
3.4. Калаçăва илнĕ темăран айккинелле ан куçарăр: пĕлтернисем пуриншĕн те кăсăклă пулмалла, калаçăва пĕр-пĕринпе çыру çÿретни туса ямалла мар. Темăран пăрăнса пĕлтернисем оффторик шутланаççĕ, вĕсене администратор асăрхаттармасăрах хуратма пултарать. Çак мелпе усă куракансене авторизаци майĕнчен пăрса айăплаççĕ.

4. Мĕн тума юрамасть

4.1. Сайт администраторĕн ĕçĕсене никам та сÿтсе явма тивĕçлĕ мар.
4.2. Сайтра нимле реклама та, çав шутра ытти сайта рекламăлаканни, вырнаçтарма юрамасть. Реклама-пĕлтернисене Сайт администрацийĕ хуратать. Сайта рекламăна Сайт администраторĕ çеç вырнаçтарать.
4.3. Енчен те Эсир автор прависем хÿтĕлекен пĕр-пĕр информацие илсе кăтартатăр пулсан çак информацие илнĕ çăл куçа кăтартăр.
4.4. Сайтра килпетсĕр сăмах çаврăнăшĕсене расăсем, нацисем хушшинчи курайманлăха, тĕн тĕлĕшĕнчи, саккуна хирĕçле ытти хирĕçÿлĕхе саракан пĕлтернисене вырнаçтарма чарнă.
4.5. Сайт администрацине, Сайтпа усă куракансене, ытти çынна, вĕсем Сайтра сÿтсе явнă çĕре хутшăнмасан та, мĕнле те пулин майпа хĕсме е кÿрентерме кирлĕ мар.
4.6. Сайтра кăнттам калаçма, кама та пулин хур тума, усал сăмахсемпе усă курма юрамасть. Нормăна кĕмен лексикăпа усă курмалла мар, пĕр-пĕрне вăрçма юрамасть.
4.7. Сайтра хирĕçÿ пуçаракан çивĕч критика вырнаçтармалла мар.
4.8. Сайтпа усă куракан тепĕр çын ячĕпе ăна пĕлтермесĕр информаци вырнаçтарма юрамасть.
4.9. Администраторсем асăрхаттарусем вырнаçтарни, пĕлтернисене редакцилени тата темăсене кăларса пăрахни пирки сÿтсе явма юрамасть.
4.10. Администраторсем чарса лартнă дискуссие малалла тăсма хăтланнине администратор ĕçĕсене сÿтсе явни тесе йышăнаççĕ, çапла тума чараççĕ. Администратор хăтланăвĕсемпе килĕшменнине палăртас тесен администратора хăйне пĕлтерни ямалла.
4.11. Суя информаципе, элекпе тулнă пĕлтернине вырнаçтарма юрамасть, сÿтсе явнисен малтанхи пĕлтерĕшне урăхлатса кăтартас тĕллевпе калаçăва хутшăннисен сăмахне улăштарни, харпăр хăй пĕлтернисене тÿрлетни /кăларни/, сÿтсе явнă çĕре хутшăннисене хĕтĕртни /çавна май çак Правилăсене пăсма пултараççĕ/ пулмалла мар.
4.12. Сайт блогĕсенче пĕр пек темăсем йĕркелеме юрамасть.
4.13. Сайтра унпа усă куракансене программăпа тивĕçтерессине, администраторсене сиен кÿме пултаракан çăл куçсене вырнаçтарма юрамасть.
4.14. Сайт материалĕсене тĕп тума, пăсса кăтартма пулăшакан ĕçсем тума, Сайта урăх енĕпе сиен кÿме юрамасть.
4.15. Кописем тунă чухне информаци çăл куçĕ - Сайт - çине таяннине кăтартмасан Интернет сетĕнчи ытти ресурсра Сайт материалĕсене копи тума, вĕсемпе урăх енĕпе усă курма юрамасть. Статьясене илсе кăтартнă е копи тунă чухне текст ячĕ айĕнче е текст вĕçĕнче статья авторне кăтартмалла.
4.16. Аудиторие ытти сайта кĕме илĕртекен пĕлтернисене вырнаçтарма юрамасть. Сÿтсе явнине ытларах вулаччăр тесе е ытти форумăн, сайтăн контентне анлăлатас тĕллевпе /анчах та вĕсем Сайтпа усă куракансемшĕн пĕлтерĕшлех мар/ тÿрремĕнех е шахвăртса йыхравланисене, пĕлтерÿсене, сĕнÿсене тата ыйтусене çакнашкал пĕлтернисен шутне кĕртеççĕ. Пĕлтернисенче сÿтсе явакан темăпа çыхăннă сайтсем çине таяннине кăтартмалла.
4.17. Статьяна е ăнлантарса панине вырнаçтарни Йĕркесене пăсни тесе шутлать пулсан администратор вĕсене кăлармашкăн йышăну тума пултарать.
4.18. "Харпăр хăй пĕлтернисем" сайт сервисĕ урлă çыру çÿретессине администраци йĕркелемест. Сайта кĕрекенсен çыру çÿретме кăмăл туманнисемпе хăйсем тĕллĕнех çыхăнăва татма май пур.

5. Санкцисем

5.1. Сайтпа усă куракан, регистрациленнĕ граждансем валли Сайтра пĕлтернисен пост-модерацийĕпе усă кураççĕ. Пĕлтернисене регистрациленнĕ граждансем вырнаçтарнă хыççăнах пичетлеççĕ, енчен те вĕсем çак Йĕркесене пăссан пĕлтернисене кăлараççĕ е вĕсене администратор редакцилет, Йĕркесене пăснисене айăплаççĕ - администратор асăрхаттарать е тата палăртнă вăхăта /вăхăта кăтартмасăр/ сайта кĕме чараççĕ /бан-листа лекеççĕ/.
5.2. Йĕркесене пăснăшăн çакнашкал санкцисем пăхнă:
- Асăрхаттарнисем - вак-тĕвек енĕпе пĕр хутчен йĕркене пăснăшăн /оффтоп, флуд/*
- Сайтпа усă куракан тĕлĕшпе уçнă бан /4* пункта пăснăшăн сайт администраторĕ йышăннине кура 1 эрнелĕхе е ытларах вăхăта/*
- Темиçе хутчен те йĕркене пăснăшăн аккаунта /Сайтпа усă куракан çырнисене, ăнлантарнисене/ хуратни.
5.3. Асра тытăр: администратор тĕллевĕ - Сайтра йĕрке тытса тăрасси. Унăн тĕллевĕ - Сайтра сÿтсе явма, хутшăнма Сайтпа усă куракансем валли лайăх условисем туса парасси.

6. Яваплăхран пăрăнни

6.1. Сайтпа усă куракансем Сайта вырнаçтарнă материалсем вĕсен авторĕсен шухăшĕсене çеç уçса параççĕ. Сайт администрацийĕ сÿтсе явнă çĕре хутшăнакансен материалĕсен тĕрĕслĕхне тĕрĕслесе тăмасть, вĕсен тĕлĕшпе нимĕн те шантармасть тата çак материалсен содержанийĕшĕн яваплăха хăй çине илмест.