Юхакан шыва тепре кĕреймĕн

Раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче транспорт реформи вăя кĕчĕ. Çавна май Шупашкарта унччен пулнă хăш-пĕр маршрут хупăнчĕ, чылайăшĕ улшăнчĕ.

Тĕп хулари общество транспорчĕн тытăмне çĕнетес ыйту ăнсăртран сиксе тухнăскер мар. Вăл самана аталанăвĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе, йывăрлăхĕсемпе тата кăткăслăхĕсемпе пĕрле килнĕскер. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Чăваш Республикинчи транспорта автомобилизацилес тĕллевпе йĕркеленĕ тытăм, шел те, хальхи пурнăç йывăрлăхĕсене парăнтарма пултараймарĕ… «Чăвашавтотранс» иртнĕ çулчченех республикăра пассажирсене илсе çÿрекен тĕп предприяти шутланнă. Вăл 500 яхăн хула тата хула çум маршручĕсене тытса тăнă. Çулталăкра предприяти автобусĕсемпе вăтамран 26 миллион ытла çын усă курнă. Унăн филиалĕсем кашни район центрĕнчех ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл республикăра, чăннипех те, чи хăватлисенчен, чи пысăккисенчен пĕри шутланнă. Çав çулсенче унăн тытăмне автоколоннăсем, Шупашкарти 1-мĕш автотранспорт предприятийĕ, Шупашкарти пассажир автотранспорчĕн производство пĕрлешĕвĕ, Улатăрти, Куславккари, Вăрмарти, Етĕрнери, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти автотранспорт предприятийĕсем, Çĕмĕрлери автотранспорт производство пĕрлешĕвĕ, Чăваштрансагентство, Шупашкарти пассажир автобусĕсен паркĕ, пулăшу ĕçĕсене тăвакан ытти ор-ганизаци…
Йывăрлăхсем предприятие темиçе çул каяллах ура хума пуçланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хурса республика влаçĕ ăна çăлса хăварассишĕн нумай тăрăшрĕ. Çăмăллăхлă ушкăнри çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕшĕн çулсерен миллионшар тенкĕ субсиди уйăра-уйăра пачĕ. Анчах çак нухрат та предприятие йăл илме пулăшаймарĕ. Юлашкинчен çапах та кăмăллах мар та, анчах татăклă йышăну тума — предприятие хупма — тиврĕ. «Халăх укçи-тенкине çилпе вĕçтерме пултараймастпăр», — çак утăма тунин сăлтавне уçăмлатнă май пĕрре мар çапла каланăччĕ республика Пуçлăхĕ. Ахăртнех, предприяти аталану çулĕпе утайманнинче унăн ертÿçисен килпетсĕрлĕхĕ те, ĕçе йĕркелеме пĕлменни те çук мар.
Çавăн пекех, манăн шухăшăмпа, общество транспортне ура хуракан сăлтавсен шутне автобуссемпе усă куракансен шучĕ çулсерен чакса пыни те кĕрет. Сывлăш турттарнипе вара инçе каяймăн çав: экономика йывăрлăхĕсем сиксе тухаççех. Çак йывăрлăхсем мĕн патне илсе çитернине çирĕплетекен тĕслĕх вара паянхи пурнăçра сахал мар. Хальхи вăхăтра вăтамран республикăра пурăнакан кашни пилĕк çын пуçне пĕр автомашина лекет. Чăваш Енре 350 пине яхăн автотранспорта регистрациленĕ, çак шутран 90 процента яхăн çăмăл машина. Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар: пăхатăн та — кашнин хапхи умĕнчех тенĕ пек икшер-виçшер машина тăрать. Ашшĕн те, амăшĕн те, ачисен те «кустăрмаллă ут» пур. Çавна май та хуларан яла автобуспа каякан та, общество транспорчĕпе ĕçе çÿрекенсен шучĕ те чаксах пырать. Çынсен пурнăç пахалăхĕн шайĕ, тупăшĕ ÿсни савăнтарать паллах…
Йывăрлăхсем пусарнăшăн йĕрсе ларнипе малалла каяймăн, вĕсене çĕнтермелли çул-йĕре шы-рамалла, тупмалла, ĕçе кĕртмелле. Транспорт реформи çăлăнăç меслечĕсенчен пĕри пулса тăма тивĕç те ĕнтĕ. Вăл вăя кĕнĕренпе пĕр уйăх ытла иртрĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш кунсенче унăн ăнăçлăхĕ, тухăçлăхĕ пирки иккĕленсе калаçакан йышлăччĕ. Сăмахран, Чăваш Енĕн тĕп хулинче Питĕртен килнĕ предпринимательсем ĕçлесси чылайăшне самай сисчĕвлентерчĕ. Хамăрăннисем çук-и? Мĕншĕн ютсене явăçтарнă? Çакнашкал ыйтусен хуравне шыракансем пурччĕ.
Чи малтанах, маттур вĕсем, хăраман. Усламçăсем услам илессишĕн ĕçлеççĕ. Анчах вĕсене никам та çÿлтен пăрахса памасть. Кашни пусшăн хăйсен тăрăшмалла. Мĕнле майпа? Чи малтанах, ахăртнех, халăх кăмăлне çавăрса. Пăхăр-ха, паян Шупашкар урамĕсемпе мĕн таран хитре автобуссем çÿреççĕ. Пысăк вĕсем, çутă, таса, хăтлă. Вĕсенче хĕсĕк маршруткăсенчи пек никам та тĕрткелешмест, пĕрне-пĕри кансĕрлемест. Пуриншĕн те ирĕклĕ, меллĕ. Паха тепĕр ен: çак автобуссем чарăну тĕлĕнчен вĕçтерсе иртмеççĕ. «Халĕ Лапсара «Пичет çурчĕ» чарăнуранах ларса кайма пултаратăп. 46-мĕш автобус — анакан, кĕрекен пулмасан та — чарăну «кĕсйине» кĕрсе тухать», — савăнăçлăн каласа кăтартрĕ «Хыпар» тусĕ Леонид Андреев- Лесник. Унччен вара унăн, тем чухлĕ сулкалашсан та маршрутка чарăнманнипе хăшкăлнă ватă çыннăн, вокзала е МТВ-центр патĕнчи чарăнăва утма тивнĕ.
Автобуса малти алăкран кĕмелли те, транспортра кондуктор çукки те чылайăшĕшĕн малтанах ăнланма йывăрччĕ. Пĕр уйăх ытла иртнĕ вăхăт мĕн кăтартрĕ-ха? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.