Йытăсем те тапăнаççĕ, тилĕсем те

20 Авăн, 2018

«Ачасене урама кăларма хăратпăр. Ирхине шкула мĕнле çитĕç? Уроксем хыççăн мĕнле таврăнĕç? Лăпкăлăха çухатрăм. Нумаях пулмасть урамра ача макăрнă сасса илтсе чупса тухрăм. Ют ача йĕрет иккен, хамăннисем пахчара пулнă», — пĕлтерет 5 ача амăшĕ. Светлана Петуховăна мĕн пăлхантарать-ши?

Хуçи умĕнчех

Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче пурăнакансем ялти пухура пĕрмай пĕр ыйтăва çĕклеççĕ: хуçасăр йытăсем шар кăтартаççĕ. Халĕ вĕсем вăрманта, уйра пурăнаççĕ, шăши тытаççĕ, кăкарнă сурăха, пăрăва тапăнаççĕ… Хĕлле вара? Тăватă ураллисем апат шыраса хире мар, яла çул тытасси иккĕлентермест. Ял тăрăхĕнче ăнлантарнă тăрăх, йытăсене персе вĕлерме юрамасть. Вĕсене тытмалла та Комсомольскинчи ветеринари станцине леçмелле. Унти специалистсем чĕр чуна сăнаççĕ, вăхăтлăх пурăнмалли вырăн тупса параççĕ.


Асанкасси шкулĕнче нумай çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ хыççăн халĕ вожатăйра ĕçлекен Зоя Петухова çуркунне пулса иртнине манман. «Ирхине шкула утаттăм. Пĕр урамра икĕ йытă харкашнине асăрхарăм. Инçех мар хуçи тăратчĕ. Яланхиллех лăпкăн иртсе пыраттăм. Йытăсем чупса çÿрерĕç, çынна тапăнмарĕç. Унччен те пулмарĕ, çак йытă мана хирĕç чупса пычĕ те сылтăм алла çыртрĕ. Чавсаран кăшт аяларах çакăннăскере «Нельзя! Нельзя!» тесе кăшкăртăм. Сулахай алăри сумкăпа çапрăм. Эпĕ çухăрашнине пула йытă вĕçерĕнчĕ те хуçи патне чупрĕ. Вăл, çакна пăхса тăраканскер, ним тума аптăраса ÿкрĕ. Хăранипе ыратнине те туймарăм ун чухне. Каялла çаврăнтăм та тепĕр урампа шкула çитрĕм», — аса илчĕ Зоя Даниловна. Хайхискер çиелти тумне хывнă та юн юхма пуçланă. Ĕçтешĕсем сĕннипе çеç фельдшерпа акушер пунктне çул тытнă. Унтан Зоя Петуховăна Комсомольскинчи район больницине ăсатнă. «Кам йытти пулнине ыйтрĕç, ăна 10 кун сăнамалла иккен. Ял тăрăхне шăнкăравларăм та — йытта персе пăрахнă терĕç. Хуçисем вăл татах çынна тапăнасран шикленнĕ пулас. Виллине ветеринари станцине леçме ыйтрĕç. Сунарçа явап тыттарассипе хă-ратрĕç», — сăмаха малалла тăсрĕ инкек тÿснĕскер. Юрать-ха, Зоя Даниловнăн куртки хулăн пулнă. Йыттăн пĕр шăлĕ çеç ÿте шăтарнă. Шĕкĕр Турра, ураран тапăнман. Çÿхе колготки хÿтĕлеймĕччĕ. «Ман хыççăнах шкула ачасем çитрĕç. Вĕсем те çав тĕлтенех çÿреççĕ. Эпĕ каярах тухнă пулсан?..» — ыйтуллăн тинкерчĕ Зоя Даниловна. Вĕрентекенсем шкул ачисемшĕн пăшăрханаççĕ. Хуçаллă йытă çапла тапăнсан килсĕ-ррисенчен мĕн кĕтмелле? Çавăнпах ачасене тимлĕ пул-ма, иккĕн е виççĕн çÿреме ыйтаççĕ. «Ку ыйтăва татса па-маллах. Пĕррехинче килсĕр йытăсем хурсене тапăннă, пăрусене çавăрса илнĕ темиçе тĕслĕх те пулнă. Мĕн тумалла вĕсемпе? Сунарçа мана пула штраф тÿлеттерĕç-и-ха…» — терĕ вожатăй.
Зоя Даниловнăна тапăннă йытта персе пăрахнă Анатолий Алексеева, чăнах та, явап тыттарасшăн пулнă. «Хальлĕхе шăпах», — терĕ вăл. Арçын 1980 çултанпа пăшалпа сунара тухать. Вăрмансенче йытă йышланнине каларĕ вăл. «Пирĕн вĕсене вĕлерме юрамасть. «Симĕс патруль» сăнасах тăрать, анчах вĕсем ял çыннисем çав чĕр чунсене пула мĕн чухлĕ шар курнине темшĕн шута хумаççĕ», — терĕ сунарçă.

Сакайĕнче — чĕнмен хăна

Светлана Петуховăн телефонĕнче Анжела, Егор, Саша, Маринăпа Карина сăн ÿкерчĕкĕсем кăна мар. Галерейăна тишкерсен хĕрарăм вăрман чĕр чунĕсене ытараймасть теме пулать. «Тилĕсем этемрен хăрами пулчĕç. Телефона кăларатăп, сăн ÿкеретĕп. Вăл çаплах хускалмасăр ман çине пăхса тăрать», — терĕ Светлана. Фотосесси тума кăмăллакан чее тилĕ пахчари чăх-чĕпе аякранах асăрхать иккен — ним те мар тытса каять!
Çак чĕр чун Хырхĕррипе Кĕçĕн Каçал хуçалăхĕсене самай сăтăр тунă. Уйрăмах çĕртме уйăхĕнче, тилĕ çăвăрланă чухне, тимлĕ пулмалла иккен. Çурисене тăрантарас тесе вăл нимрен хăрамасăр сунара тухать. Хырхĕрринче пурăнакан 83-ри Зинаида Ивановăна кăçал тилĕ çыртнă. Ĕç-пуç кăнтăрлахи виççĕре пулса иртнĕ.
«Мăнукăмсем чупса пычĕç те тĕп сакайĕнче темĕскер нăйланине пĕлтерчĕç. Эпĕ анчăк кĕрсе кайнă пуль терĕм. Тимĕр алăка уçрăм — тухмасть. Алăпа туртма пуçларăм. Кĕтмен çĕртен сылтăм алăри кача пÿрнене çыртрĕ, — йăл кулса аса илчĕ Зинаида Федотовна. Халь кăна кулăшла ку, ун чухне сехри самаях хăпнă. Уртаракан чиртен темиçе укол тумалла-çке. — Чĕнмен хăна сиксе тухрĕ. 1-2 минут ним ăнланмасăр пăхса тăчĕ ха… Мăнукăмсем: «Ку тилĕ вĕт!» — теççĕ. Тăна кĕчĕ пулас — çырма еннелле тапса сикрĕ». Кил хуçи фельдшерпа акушер пунктне васканă — суранланнă пÿрнерен юн юхнă. Унта тÿрех вакцинациленĕ, укол тунă. «Авăнăн 30-мĕшĕнче юлашки укол пулĕ-ха», — терĕ кинемей. Тилĕ тĕп сакайне мĕнле лекнĕ-ха? «Пахчаран кĕнĕ те веранда айĕпе унта сикнĕ ахăртнех, каялла тухайман», — ăнлантарчĕ кил хуçи. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан тăванĕсене те çак чĕр чун сăтăр тунă. Тилĕ пĕр каçра 5 чăхпа пĕр автана йăкăртнă. Хуçисем витене хупнă-ха, чеескер çĕр чавса кĕнĕ.
Юлашки вăхăтра Чăваш Енре тилĕ йышланнă. Уйрăмах вĕсем республикăн кăнтăр районĕсенче ĕрчеççĕ. 2015 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне республикăра 1603 тилле шута илнĕ. Кăçал ку кăтарту 2484-па танлашать. Пăрачкав тăрăхĕнче çак чĕр чун чи нумаййи. Унти ялта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, тилĕсем юхăннă, пушаннă йывăç çуртсенче хĕл каçаççĕ, сарай-витене тустараççĕ, чăхсене йăкăртаççĕ. Сунарçăсене кăштах та пулин хавхалантарас тесе вырăнти бюджетран пĕр тилĕшĕн 350-шар тенкĕ пама йышăннă. Уртаракан чире сарма парас мар тесе тилĕсене нумай пĕтернĕ. Çапах та йышĕ чакмасть. Темиçе пуç катни çут çанталăка сăтăр тумасть. Урнă чирпе чирлисем этеме тапăнса сиен кÿреççĕ.
Ытларикун Канаш районĕнчи Вăрăмпуçра карантин йĕркине çирĕплетнĕ. Комисси тĕпчевĕ палăртнă тăрăх — авăнăн 12-мĕшĕнче интернет кабелĕ хунă чухне урнă тилĕ ĕçсене пурнăçлакан компани специалистне тапăннă. Шар курни Канаш районĕн больницинче сипленет. Чĕр чунпа юнашар пулнă тепĕр çынна та вакцинацилеççĕ. Инкек пулнă вырăна дезинфекциленĕ. Халăха урнă чир сиенĕ пирки ăнлантарнă, асăрхаттарнă. Килти йытă-кушака ялтан кăларма хушман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.
kp.by сайтри тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.