Архив - Мар 2018

март 29th

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче ачасен канăвне йĕркелекенсен республикăри 1-мĕш форумĕ иртрĕ. Унта кану лагерĕн эмблемине [логотипне] ÿкерсе дипломсене палăрнă ачасене чысларĕç. 138 ĕçрен 11-ĕшĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Студентсен науки — академи ăслăлăхĕн алăкне уçассишĕн тунă пĕрремĕш утăм» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
Унта аслă шкулăн районсенчи 10-мĕш тата 11-мĕш агрокласĕсенче вĕренекенсем те пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Инженери факультечĕ А.Н.Крылов академик çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ секцире вĕсем хатĕрленĕ 7 доклада итленĕ. Екатерина Павловăпа Михаил Убан тĕпчевĕсем — чи лайăххисем. Вĕсене конференци дипломĕсене парса хавхалантарнă.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ — нумай çĕршывра кулăш кунĕ шутланать. Раççейре ăна 1701 çулта пуçласа паллă тунă. Çавăнтанпа çынсем çав кун шÿтлеççĕ, савăнаççĕ, пĕр-пĕринчен тăрăхлаççĕ — шăнман пăр çине лартса яраççĕ.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчи Прохоровсемпе çулталăк каялла паллашнăччĕ. Арçын мăшăрне мĕн пĕрлешнĕ кунранпах ятран чĕнсе курман, уншăн вăл — Мадам. Ялти ачасем те çакна кура Мария Леонидовнăна Мадам аппа теççĕ.

Шÿте ăнланакан тата хăйĕнчен кулма пултаракан çынна пурăнма чылай çăмăлрах. Йывăрлăха шÿте çавăрать те... вĕресе тăракан нервăсене лăплантарса канлĕ чунпа малалла пурăнать. Сцена çинче шÿтлеме вара пурте пултараймаççĕ. Чăвашра шÿт ăстисем çук мар. Вĕсенчен пĕри — Олег СОФРОНОВ.

Страницы