Archive - 31 Юпа, 2014
“Çăлтăр пулас килни чăваш чĕлхине вĕренме хистерĕ”
Австри пики Шупашкар канфечĕсене юратать
Шупашкарта юпа уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче кăçалхипе 19-мĕш хут Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе фестивалĕ иртрĕ. Çулленех йĕркеленекен мероприятие хутшăнакансен шучĕ ÿссех пырать. Чĕлхе фестивальне ют çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем килеççĕ. Уявра волонтерсем тĕрлĕ чĕлхепе паллаштарчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ мероприятире тибет, эстон, мальта, адыг чĕлхисем кăçал пĕрремĕш хут янăрарĕç.
“Нихăçан тутанса курман апатпа Америкăра сăйлантăм”
"Студент вăхăчĕ - чи лайăххи", - тесе пирĕнтен аслисемех каланă. Ахăртнех, университет-училищĕре пулнă самант куç умне тухсан кашнинех чĕри савăнăçпа тулать. Вĕренмесĕр килсе "2" паллă çаклатни те, пур-çук укçана пухса хатĕрленĕ апат çухални те... асран тухас çук. Хальхи вăхăтра студентсем пур енлĕн аталанма пултараççĕ. Юрлама вĕренес килсен вокал кружокне çырăнма, çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятие хутшăнма май пур. Ют çĕршыва каяс килет-и? Тĕрлĕ программăпа усă курса аякри çĕрсене çитсе унти культурăпа, йăла-йĕркепе паллашма пулать.
"Хресчен сасси" 31.10.2014
«Хресчен сасси - Кил» 85 № (2497)
«Хресчен сасси - Кил» 85№ (2497)
Кĕр мăнтăрĕ канăçлăх кÿрет
Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне савăк кăмăлпа ирттерме сăлтав пур. Тухăç иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 574,5 пин тонна, çĕр улмине - 144 пин тонна, пахча çимĕçе 18,9 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан - 22 центнер. Ку тĕлĕшпе ытларах Вăрнар /гектартан 27,3 центнер/, Шупашкар /26,0 центнер/, Етĕрне /26,2 центнер/ районĕсем палăраççĕ.
Пĕлсе шăвармалла
Хĕле кĕриччен йывăçсене мĕншĕн шăвармаллине ăнлантарса парсамăр, тархасшăн.
Вячеслав Осипов. Хĕрлĕ Чутай районĕ.
ЧР Çут çанталăк министерствин специалисчĕ Галина КУЗНЕЦОВА хуравлать: