Archive - 2015

декабрь 19th

19 Раштав, 2015

«Пăянамăн ачисене пăхса ÿстертĕм»

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Чернова. Çак ялах качча тухнă вăл. 26-ри хĕре 19 çулти йĕкĕте тупса панă. Хунямăшĕ тепре качча кайнăран Анна Макаровнăн упăшкин икĕ йăмăкне пăхса ÿстерме тивнĕ - качча пынă чухне 6 тата 7 çулти ачасем çеç пулнă вĕсем.

19 Раштав, 2015

Лариса ИГНАТЬЕВА: “Пуç каçăртса çÿрекене килĕштермест чăваш"

Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Игнатьевăна республикăри Хĕрарăмсен союзĕ урлă пĕлетĕп. Ун ĕçне хастар хутшăнать вăл. Çак союзăн правлени членĕ пулнă май, пĕрре кăна мар курнă Лариса Юрьевнăна, сăпайлăхĕнчен тĕлĕннĕ... Вулаканăмăрсене тахçанах ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартас килетчĕ.

декабрь 18th

18 Раштав, 2015

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ

Куç курми çил-тăман вĕçтерет. Ăшă пÿлĕмре канса ларас вырăнне Юрий Мясников каллех çула тухрĕ.

- Тырă хранилищи тăватпăр-ха, - кĕскен ăнлантарчĕ Елчĕк районĕнчи «Рассвет» хуçалăх ертÿçи Юрий Вячеславович. - Çуркуннеччен, ака-суха пуçланиччен, ĕçе вĕçлесшĕн.

18 Раштав, 2015

Ырă ĕç ывăнтармасть

Канаш районĕнчи Маякри Владимир Петрович Малов савăнăçĕпе, хавхаланăвĕпе, самант та хуйхăрма-кулянма паман шÿчĕсемпе вырăнпа выртакан чирлĕ çынна та ура çине тăратĕ. Хальччен вăл фермер хуçалăхне тытса пынă. Районти пĕрремĕш фермер малтанах çĕрулми, пахчаçимĕç лартса ÿстернĕ.

18 Раштав, 2015

Куç тулли телей - сакăр мăнукĕ

Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапайра çуралса ÿснĕ. Ачаллах ĕç çумне çыпăçнă. Исаковсем хĕрĕсене тирпейлĕ те ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Шкул ÿсĕмне çитсен Мария парта хушшине ларнă.

18 Раштав, 2015

«Пысăк чĕреллĕ» ватă

Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче пурăнакан Надежда Димитриевна Афанасьевăпа вулакансене икĕ çул каярах «Хресчен сассире» паллаштарнăччĕ эпир. Пурнăçра ырă ĕç тума тăрăшаканскер хăйĕн укçи-тенкипе тăван ялĕнче клуб уçнăччĕ вăл ун чухне. Нухрат çитменрен 4 кредит илнĕ кинемей, ĕнине те сутнă. Каярахпа вара тепĕр Улашка туяннă. Кредита тÿлесе татма вăл та пулăшнă. Кăçал çулла парăма татнине пĕлтерчĕ ватă.

Клуб пурри лайăх

18 Раштав, 2015

Тăхăр теçетке - хыçра, Йĕлме йĕлтĕр - урара

Тăхăр теçеткерен иртнĕ кинемей йĕлтĕрпе ярăннине курнă-и эсир? Патăрьелĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Петровăна вара çак енĕпе Гиннесс кĕнекине кĕртсен те çылăх мар пулĕ. 92 çулти ватă йĕлтĕрпе ярăнать, тренажертан туртăнса вăй-хăватне çирĕплетет.

Pages