Archive - 17 Jan, 2019

Date
Type

Тĕп хулари 33-мĕш шкулта квалификацие ÿстерекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли стажер лапамĕ туса хунине, кунта 23 çул чăваш чĕлхи предметне вĕрентекен Ирина Диарова ĕçтешĕсене ăсталăх урокĕсемпе кăна мар, фольклор мероприятийĕсемпе тата тĕрлĕ уява чăн чăвашла кăтартса тĕлĕнтернине пĕ

Шахматла выляс енĕпе регион шайĕнче иртнĕ ăмăртура Шупашкарта пурăнакан 6 çулти Анна Игошкина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Тупăшу кăрлач уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче «Спартак» спорт шкулĕнче иртнĕ.

Пĕрремĕш Петĕр патша хушнипе эпир 1700 çултанпа Çĕнĕ çул паллă тăватпăр. Çак уявăн тĕп капăрлăхĕ — теттесемпе илемлетнĕ чăрăш. Пÿртсен çывăхĕнче тата çÿп-çап куписенче выртакан чăрăшсем мана тахçанах шухăшлаттараççĕ. Урлă-пирлĕ пăрах-нăскерсем çавăнтах çĕреççĕ.

Урамра çапкаланчăк йытă-кушака курсан ăна çăкăр татăкĕ ывăтса паратăр-и е пырса тапатăр-и? Лăпкăн сăнакан чĕр чуна мĕншĕн тĕкĕнмелле? Килсĕр-çуртсăр йытă-кушак пирки эпир çырман мар. Вĕсем çынна тапăннă тĕслĕхсене те, йывăр суранланса инкеке лекнисен шăпине те çутататпăр.

Женя Александров пиччĕшĕпе пĕрле студент вăхăтĕнчех пĕчĕк ачасене ташă вăрттăнлăхĕсене вĕрентес тесе ятарлă клуб уçнă. Çамрăксем çулленех «ТНТ» телеканалти «Танцы» кăларăмăн кастингĕсене хутшăннă, номерсене яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă. Мал курăмлă Евгенин çутă ĕмĕчĕсем пĕр самантра сÿннĕ.

«Алена сире кĕртмесен те пултарать. Хапхине питĕрнĕ пулсан карта хушăкĕпе кĕрĕр. Эпĕ хам та ун патне пĕр кунхине çавăн пек кĕтĕм», — çапла вĕрентсе ячĕ пире Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин. Унăн сĕнĕвĕ пире, чăнах та, кирлĕ пулчĕ — кил хапхине тĕкĕленĕччĕ.