Archive - Чÿк 2014 - Хыпар

ноябрь 27th

27 Чÿк, 2014

«Хуняма» валли - «Ылтăн кĕрÿ»

ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов режиссер Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче лартнă спектакльсене аса илетĕп: "Ылтăн кĕрÿ" камит йышшисем вĕсен йышĕнче сахалччĕ. Мĕншĕн сăмах тапратрăм-ха?

27 Чÿк, 2014

Музыкăна юратакансен уявĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мухтавлă ентешĕмĕре, СССР халăх артистне М.Д.Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ классика музыкине кăмăллакансене 24-мĕш хут пуçтарчĕ. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче вăл Ж.Бизен "Кармен" оперипе уçăлчĕ.

27 Чÿк, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ! 22 №.

«Капкăн» журналăн кăçалхи çирĕм иккĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Ĕçпе хÿтлĕх - хамăрта» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Çул-йĕр правилине пăсрăн - явап тыт!» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

27 Чÿк, 2014

САХĂР ДИАБЕЧĔПЕ ЧИРЛЕКЕН ЧЫЛАЙ

Раççейре юлашки вунă çулта сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Ытларах пайĕ 2 тип диабетпа аптрать. Вăхăтра палăртман тата сиплемен чир вара юн тымарĕсем хăвăрт тата йывăр сиенленес хăрушлăха ÿстерет.

Тĕслĕхрен, куçри юн тымарĕсем патракланаççĕ, диабет ретинопатийĕ аталанать, çавна пула çын суккăрланма та пултарать. Урасем, пÿресем, чĕрепе пуç миминчи юн тымарĕсем япăхаççĕ, инфаркт, инсульт аптратса ÿкерме пултараççĕ.

27 Чÿк, 2014

КУН КĔСКЕЛЕТ, ÇЫВĂРАС КИЛЕТ

Кун кĕскелсе пынă тапхăрта организм кахалланма тытăнать, вĕçĕмсĕр ыйхăлаттарать. Ку çутă çитменнипе çыхăннă. Мĕн тумалла-ха?

Пÿртре çутă ытларах пулсан лайăх. Уçă сывлăшра хускану ытларах тумалла, чупмалла, çуран нумай çÿремелле. Ирхи зарядка пирки те ан манăр. Организма витаминсем кирлĕ, хамăр тăрăхра çитĕнекен пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле.

ноябрь 25th

25 Чÿк, 2014

Садиксем, шалу, хаксем...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах вăл çĕнĕ ача сачĕсен строительствипе кăсăкланнă, ку енĕпе Раççей Президенчĕн указĕсене пурнăçламаллине аса илтернĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - планланă 15 садикрен паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, ыттисенче ĕçсем пыраççĕ. Хăш-пĕр объектра çивĕчлĕх пур, çапах çулталăк вĕçлениччен ача сачĕсем пурте хута кайĕç.

Pages