Премьера

22 Юпа, 2017

Тăманлă каçра тупнă телей

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ куракансем умне «Тăманлă каç» ятлă çĕнĕ спектакль кăларчĕ. Ку — ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Сергеева режиссерăн çĕнĕ ĕçĕ. Инсценировкине Николай Мартынов çыравçăн «Кăвак хуппи» калавĕ тăрăх Геннадий Медведев хатĕрленĕ.

23 Пуш, 2017

Мĕнле пурăнма аванрах, хăв пĕлнĕ пек-и е?..

Эпĕ мĕнле пурăнатăп: хам пурăнас тенĕ пек-и е урăхла-и? Пушăн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ премьера хыççăн çак ыйту нумай куракана хумхантарчĕ-тĕр. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева Александр Островскин «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» хайлавне çĕнĕрен сцена çине кăларни драмтеатр 100 çул тултарнă тĕле чăн-чăн парне пулчĕ. Спектакль художникĕ — Светлана Зверева, ташăсене ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зоя Александрова лартнă, постановкăна ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Лолита Чекушкинăн тата Алексей Айгин кĕввисемпе илемлетнĕ. Пьесăна вырăсларан чăвашла И.Антонов куçарнă

14 Нарăс, 2017

Çамрăксен театрĕнче - «Капитан хĕрĕ»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çак кунсенче иртнĕ премьера — «Капитанская дочка» спектакль — вырăссен чаплă поэтне, хальхи вăхăтри вырăс чĕлхин никĕслевçине асра тытса пуç тайни. Шăпах çак кунсенче — 180 çул каяллахи нарăсăн 10-мĕшĕнче — Александр Пушкин çут тĕнчерен уйрăлнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ, чĕлхи яка та илемлĕ, хайлавĕсем чăн пурнăçран.

10 Раштав, 2016

Авланасчĕ те...

Чăваш патшалăх академи театрĕ куракана çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарсах тăрать. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер артистсемпе пĕрле “Ялта пулман пăтăрмах” спектакле сцена çине кăларнă. Пьеса авторĕ — Коми Республикин халăх писателĕ Алексей Попов /чăвашла Анатолий Большаков куçарнă/.

Pages