Archive - 5 Раштав, 2014 - Хыпар

5 Раштав, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 48 /794/ №, 5.12.2014

Хур усратпăр. Хурсем - картишĕнчи кайăк-кĕшĕкрен чи мăнаçлисем пулъĕ. Вĕсем хăйсене яланах танлăн тытаççĕ.

Шупашкарти тĕп пасарти хаксем.

Килти чечексем.Плющ, розмарин, пеларгони, фикус, пальма.

5 Раштав, 2014

Хур усратпăр

Хурсем - картишĕнчи кайăк-кĕшĕкрен чи мăнаçлисем пулĕ. Вĕсем хăйсене яланах танлăн тытаççĕ. Ĕрчетмелĕх çемье хăварассине те тимлĕн пурнăçламалла. Кил хуçин хур çемйинчи хутшăнусене лайăх пĕлсе тăмалла. Килти хуçалăхра пĕр çемьере 3-4 ама, пĕр аçа пулмалла. Çемьере амасен йышĕ пысăк пулсан аçи вĕсене тивĕçлĕн пăхса çитереймест, çавăнпа тăрă /чĕпсĕр/ çăмартасем нумай юлма пултараççĕ. Хурсене йышлăн тытсассăн та вĕсене çăмарта пуçлас умĕн çемьесене пайламалла, уйрăмшарăн тытмалла. Мĕншĕн тесен икĕ е виçĕ аçа пĕрле пулсан çуркунне çитеспе вĕсем тупăшма тытăнаççĕ.

5 Раштав, 2014

Лайăх вăрлăх

  • Пахчара хам лартмасăрах шăтнă кăшман вăрăна кайрĕ, вăррисене пухса илтĕм те çуркунне акрăм. Шăтса тухнă калчаран кăшман лайăх çитĕнеймерĕ, каллех йăлтах тунана кайрĕç, вăрă турĕç. Çак вăрлăха акма юрать-ши?
  • Стеви курăкĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Ăна мĕнле пăхмалла?

Александр АКИМОВ.

Тутар Республики,

Пăва районĕ.

5 Раштав, 2014

Килти аптечка

Кашни килтех аптечка пулмалла. Унта этеме кирек хăш вăхăтра та кирлĕ пулма пултаракан эмелсем упранмалла. Вĕсен шутне антисептиксем, антибиотиксем, ыратнине ирттерекен, пысăк температурăна чакарма пулăшакан эмелсем пулмалла. Аллергирен, вар виттириен, хырăм ыратнинчен те эмелсем яланах саппасра пулмалла.

Антисептикпа ÿт-пĕве ăнсăртран суранлансан усă кураççĕ. Çак шута этил спирчĕ, йод, кали перманганат /марганцовка/, зеленка кĕрет.