Archive - 22 Раштав, 2014 - Хыпар

22 Раштав, 2014

Аса килет йăмра...

Йăмра чăваш ялĕн хăтлăхĕпе лăпкăлăхне, илемĕпе ăш пиллĕхне кăтартать. Ăна Алексей Кокель паллă художник хăйĕн ĕçĕсенче сăнлама юратнă. Чăваш пăхаттирне Андриян Николаева Шуршăлти çурт патĕнчи йăмрана аса илни уçлăхра та хăпартлантарнă, вăй парса тăнă.

22 Раштав, 2014

Ăруран куçакан пуянлăха упрамалла

Культура çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Апла тăк хамăр ĕçе пĕтĕмлетмелли вăхăт та çитрĕ. Çак эрнере «Mega Galaxy» кану центрне республикăри культура ĕçченĕсем, Мускаври Национальноçсен çурчĕн, Атăлçи субъекчĕсен яваплă çыннисем, Раççейри тата ют çĕршыври экспертсем пысăк форума пуçтарăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура çулталăкĕнчи тĕп ĕçсене асăнса тухнă, хамăрăн тĕллевсене пурнăçланине палăртнă. Малашне те ăруран ăрăва куçакан пуянлăха, йăла-йĕркене упрамалли çинчен каланă. Культура халăх пурнăçне, çĕршыв аталанăвне пысăк витĕм кÿни çине пусăм тунă.

22 Раштав, 2014

Паттăрсен умĕнче пуç таятпăр

Декабрĕн 17-18-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ керменĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, Раççей Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 10-мĕш турнирĕ иртрĕ.

22 Раштав, 2014

...Е пирĕн тирĕмĕре стена çине çакчăр-и?

Кĕçнерникун Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен 1259 представителĕ хутшăнчĕ. Президент ыйтусене 3 сехет те 10 минут хуравларĕ - калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе паллаштаратпăр.

22 Раштав, 2014

Çĕнĕ хаксене палăртрăмăр

ЧР Министрсен Кабинечĕ сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕр лаптăкĕсен кадастрăн çĕнĕ хакĕсене çирĕплетрĕ. Кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш Республикин талккăшĕнчи сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсене патшалăх кадастрĕ хакланă хыççăн тунă пĕтĕмлетĕве çирĕплетни çинчен» 406-мĕш йышăну кăларчĕ. Вăл килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет, сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсем тĕлĕшпе патшалăх кадастрĕн хаклавне ирттерсе пурнăçланă ĕçсене çирĕплетет. Аукцион ирттерсе суйласа илнĕ «Консалтинг сквэа» общество /Новосибирск хули/ вĕсене пуçласа вĕçне çитерчĕ.

22 Раштав, 2014

Историсĕр малашлăх çук

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Хусанта РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Канашлăва çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе çитĕнтерессин тата яш-кĕрĕмĕн призыв умĕнхи хатĕрленĕвĕн ыйтăвĕсене халалланă.

22 Раштав, 2014

Пĕтĕмпех - палăк валли

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи кăларăмĕнче «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕ Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартса пуç хунă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса палăк лартма укçа-тенкĕпе пулăшма чĕнсе калани пичетленнĕччĕ. Герой-хулан Севастополĕн тăванла масарĕсенче Чăваш Енĕн 70 ытла çар çыннине - офицера, сержантпа салтака - тирпейлесе пытарнă, вĕсен ячĕсене «Астăвăм» кĕнекине кĕртнĕ.

22 Раштав, 2014

Пĕчĕк Ульянăн «энергиллĕ фотосессийĕ»

«Пăхăр-ха, кăштах курнăçланать те!» - шÿтлет Светлана Артемьева врач-неонатолог пĕчĕк Ульяна Волкова фотоаппарат вспышкин çутипе пуçне пирĕн еннелле пăрнине асăрхаса.

Pages