Archive - Пуш 2014 - Хыпар

март 25th

25 Пуш, 2014

Ĕçлеттерсен - тÿлемелле!

Предприяти-организацире вăй хуракансене ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕçлев саккунĕсене пăсасран сыхланас ыйтусене прокуратура органĕсем куçран вĕçертмеççĕ. Шел те, прокурорсем валли ку сферăра ĕç пайтах.

25 Пуш, 2014

Унăн сăнарĕ манăçмасть...

Етĕрне районĕнчи Тури Ачак культура çуртĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Евдокия Пчелкина çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă ас тăвăм каçĕ иртрĕ.

25 Пуш, 2014

Ветстанци - çур ĕмĕрте

ЧР Патшалăх ветеринари службин «Муркаш районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн историйĕ пысăк. Унăн кун-çулĕ ЧР Министрсен Канашĕн 1964 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕнчен пуçланать. Пĕрремĕш пуçлăхĕ - Р.А.Огурцов, каярах - А.А.Алексеев. 1965 çултанпа çак должноçра - М.А.Миронов.

25 Пуш, 2014

Тĕрĕслĕх хÿттинче - 70 çул

Муркаш районĕн судне йĕркеленĕренпе çак кунсенче 70 çул çитрĕ. Маларах ку тăрăхра тĕрĕслĕхе Тутаркасси, унтан Мăн Сĕнтĕр халăх сучĕсем тивĕçтернĕ. 1944 çулхи пуш уйăхĕнче вара Муркаш районĕн судне туса хунă.

март 22nd

22 Пуш, 2014

Вĕсем халăха çăкăрпа тивĕçтернĕ

Ĕнер Шупашкарăн ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта район-хуларан пуçтарăннă, 1954-1960 çулсенче çерем уçнă ветерансем хутшăнчĕç.

22 Пуш, 2014

Çĕр-шыв чемпионатне - Етĕрне урлă

Юлашки 5-6 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Александр Чернов, Денис Семенов, Виталий Семенов, Александр Павлов, Иван Кривов, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенчи хăш-пĕр каччă кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

22 Пуш, 2014

Пирĕн тăрăхри çăварни уявĕ

Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Тенеялĕнче çуралнă. Ял Тутар Республикин чиккинче вырнаçнă. Улăхра Эль, Вăта юхан шывĕсем шăнкăртатаççĕ. Пĕр тĕлте пĕрлешеççĕ те Кĕтнене çул тытаççĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен Вăтапа Эль тĕл пулнă вырăна Пĕчĕк Кĕтне тесе ÿснĕ. Унта йĕри-тавра вырăс ялĕсем, Мучар, Кĕрше, Тиренч, Сосновка, Мăрат...

22 Пуш, 2014

«Виçĕ çĕр çывăрмасăр хурал тăтăмăр»

Пушăн 16-мĕшĕнче Крымра референдум иртрĕ. Унта суйлавçăсен 96% ытла Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăларĕç. Иртнĕ ытлари кун Крым Республикипе Севастополь хули пирĕн çĕр-шывăн субÿекчĕсем пулса тăчĕç.

22 Пуш, 2014

Раççей тата Украина: яланах пĕрле

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă художникĕн, чăвашсен профессионал ÿнер искусствин никĕслевçин Алексей Кокелĕн тăван çĕрĕнче, Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче, Халăхсен хушшинчи X Кокель вулавĕсем вĕçленчĕç.

Pages