Archive - Çĕртме 2014 - Хыпар

июня 21st

21 Çĕртме, 2014

Чирлесен эмелсĕр ураланаймăн...

Халăха эмелпе тивĕçтересси медицина пулăшăвĕн тĕп пайĕнчен пĕри шутланать тата ăна кирлĕ чухлĕ уйăрнипе общество членĕсен сывлăх шайĕ, çавăнпа пĕрлех пурнăç тăсăмĕпе пахалăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă.

Асăннă тытăм аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне Раççей Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 598-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 2025 çулчченхи тапхăрта эмелпе тивĕçтермелли Стратегире туса хатĕрленĕ.

21 Çĕртме, 2014

Тирпейлĕх куçа савăнтартăр

Чăваш Ен тĕп хули Республика кунне кĕтсе илет. Ун умĕн тирпейлÿçĕсем ăна илем кÿрессишĕн нумай тăрăшрĕç. "Чăвашавтодор" АО И.Яковлев проспектĕнчи çула аслăлатрĕ. Автотранспорт халĕ малтанхинчен самай хăвăртрах çÿрет.

июня 20th

20 Çĕртме, 2014

Кăлканлă çеçен хир ытамĕнче

Эрĕнпур хутлăхне - кăлканлă çеçен хир ытамне - шăпах вун пилĕк çул каялла çитсе килнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче пĕрремĕш хут облаçре пурăнакан чăвашсен Акатуйĕ иртнĕччĕ.

20 Çĕртме, 2014

"Чăвашавтотрансăн" - çĕнĕ ертÿçĕ

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин "Чăвашавтотранс" ПУП директорне уйăрса лартма конкурс ирттернине пĕлтĕм. Предприятие ертсе пыма кама лартрĕç-ши?

А.САВУШКИН.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

20 Çĕртме, 2014

Ентешсем - "iВолга-2014" форумра

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче каçхине Чăваш Ен делегацийĕ Самар облаçне тухса кайнă, унта вăл федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга-2014" II форумне хутшăнать. Кăçал çак мероприятире республикăри 90 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ.

20 Çĕртме, 2014

"Ялах каяс килет"

Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни пирки тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр. Шел, çамрăксенчен чылайăшĕ яла каясшăнах мар, хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçаймасан та хуларах юласшăн. Ветеринар дипломне паян-ыран алла илме хатĕрленекенсем - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерекенсем - яла кайса ĕçлеме хирĕç мар-ши? Хăйсене сăмах парар-ха.

Pages