Archive - 9 Утă, 2014 - Хыпар

9 Утă, 2014

Чăваш Ен Украина çыннисене пулăшать

Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, пирĕн республикăра та Украинăран тарса килекен çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсем пурăнакан яланхи вырăна пăрахса хăварса таракансене ытларах чикĕ çывăхĕнчи облаçсенче йышăнаççĕ. Чăваш Республикине вара тĕпрен илсен кунта тăванĕсемпе пĕлĕшсем пуррисем килеççĕ.

9 Утă, 2014

«Тавах ывăла манманшăн»

Çак сăмахсене Çурçĕр Кавказра вилнĕ Леонид Пучковăн амăшĕ Галина Александровна ывăлĕн ĕçтешĕсене тав туса каларĕ. «Полици тумĕллĕ çынсене курма кăмăллă та, çав вăхăтрах чун та ыратать...» - тет хуйхăллă хĕрарăм. Анчах йĕркелĕх хуралçисене пулăшушăн, тĕрев кÿнĕшĕн тав тăвать.

9 Утă, 2014

Татьяна АРХИПОВА:«Олимп пьедесталĕ çине тепре хăпарас килет»

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова /Петрова/ 2012 çулта Аслă Британире иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илсе пĕтĕм çĕр-шыва савăнтарнăччĕ. Анчах та юлашки çулсенче Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ спортсменка таçта «çухалчĕ».