Archive - 25 Утă, 2014 - Хыпар

25 Утă, 2014

Хĕрарăмсен масарне тĕпчеççĕ

Мăньял Хапăс тата Пăртас ялĕсен икĕ çырми хушшинчи ансăр сăмсахра археологсем ĕçлени пирки "Хыпарта" пĕлтернĕччĕ. Вĕсем авалхи Мăньял Хапăс масарĕ ят панă археологи палăкне тĕпчеççĕ.

25 Утă, 2014

Йывaçа сиплемеллех

Пĕлтĕр çулçăсене ернĕ хура пăнчăсем виноград тĕмне сиенлерĕç. Вăл хăрсах ларчĕ темелле. Кăçал груша йывăççине те çак чир сиенлеме пуçларĕ. Çулçăсем çинче тĕксĕм хăмăр пăнчăсем, аял енче хылчăк пек хăмăр вырăнсем. Мĕнле чир-ши вăл тата мĕнле сиплемелле ăна.

25 Утă, 2014

Нумай хaяр - хĕлле валли тaварлар

Утă уйăхĕнче йăран çинчен витрипех пуçтаратпăр симĕс те шатрашка хăяра. Шел те, пирĕн тăрăхра ку вăхăт нумая пымасть. Юрать-ха çуллахи хĕвел парнине хĕл валли хатĕрлесе хумашкăн халĕ тĕрлĕ май пур.