Archive - 18 Пуш, 2020 - Хыпар

18 Пуш, 2020

"Тăван Атăл" журналăн пуш уйăхĕнчи номерĕнче

СĂМАХ — РЕДАКТОРА
Лидия Филиппова. Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ăру, çĕнĕ çул-йĕр.
ПРОЗА
Валентин Константинов. Тупа. Повесть.
Александр Михайлов. Йăмра. Калав.
Юрий Терентьев. Кремль сакки сарлака. Повесть сыпăкĕсем.
Иван Чураль. Таçта та çитекен электровăлта. Фельетон.
Венера Толстова. Тăватă тĕрленчĕк.
Валентина Элиме. Кĕлчечексем. Çемье вулавĕ.
ДРАМАТУРГИ
Василий Сипет. Аслатиллĕ ир. Икĕ пайлă эпикăллă трагеди.
ПУБЛИЦИСТИКА
Эдисон Патмар. Хĕр. Арăм.
Елена Чекушкина. Авалхи чăваш тĕнчи тата Геннадий Юмарт поэзийĕ.
КУÇА-КУÇĂН…

18 Пуш, 2020

Кĕрлет Мускав тĕрлĕ халăхпа, шавлать, е Мускав тĕрлĕ сасăпа, Е Мускав чăвашĕсем – чăн-чăн патриотсем

Юратнă тăван халăха — чăваш халăхне, пĕрле ÿснĕ тус-юлташсене, ĕçтешсене, тăван-пĕтене хальхи вăхăтра чăн чăвашла уйăхсерен кун çути курса пыракан хамăрăн журнала — «ТĂВАН АТĂЛА» — хаваспах çырăнса илекенсене тата юратса вулакансене чи малтанах Мускаври чăвашсенчен хĕрÿллĕрен те хĕрÿллĕ, ăшă салама йышăнса илме ыйтатăп. Çапла, Мускавра та чăвашсем чылаййăн пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Вăхăтлăха кайса çÿрекенсем кăна мар, вăтăр-хĕрĕх е ытларах çул каяллах тымар янă вĕсем Раççейĕн тĕп хулинче.

18 Пуш, 2020

Авалхи чăваш тĕнчи тата Геннадий Юмарт поэзийĕ

Паян, чăваш халăхĕн пуласлăхĕпе унăн тĕлĕнмелле пуян культурин шăпи пирки тĕрлĕрен калаçусем пынă вăхăтра, А.П. Хусанкай пĕр статьяра çырнине аса илни питĕ вырăнлă: «Смутное время, которое мы переживаем, заставляет

18 Пуш, 2020

Йăмра

Йывăр пулсан та паян Андрей ытти кунсенчен иртерех вăранчĕ. Мĕн тăвас тетĕн, юрăри пек — институт, экзаменсем, сесси вĕт... Çитменнине, вăл пачах та хатĕр мар. Унăн ХХ ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенчи чăваш литературипе экзамен тытмалла. Ĕнер тата çуралнă кунра пулнă. Унта лайăх савăннă, ĕçнĕ-çинĕ. Паллах, çитмен. Тата кайса илнĕ, ыттине астуманпа пĕрех. Ĕçе-ĕçе карланки те кĕрĕк çанни пысăкăш пулса кайнă пуль...