Тăпăрчă шывĕ пахча çимĕçĕшĕн те усăллă тенине илтнĕ.
Çапла, усăллă. Помидор тĕмĕсене фитофтороз çулăхасран 10 л шыва 1 л тăпăрчă шывĕ хушса сапаççĕ. Çакнашкал шыва 10 тумлам йод тата микроэлементсен пуххине хушсан ытти пахча çимĕçе те (хăяр, кабачок, кавăн) сирпĕтме юрать. Пĕр вăхăтрах ку апатлантарни те, чир-чĕртен хÿтĕлени те пулать. Çу каçипе çапла виçĕ хут тусан аван пулмалла.
Сĕнтĕрвăррисем часах Китай çыннисемпе çывăх туслашĕç. Çĕр ĕçченĕсем – пушшех те. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Сычуань провинцийĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçу пынă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пирĕн тăрăхра арпус çитĕнтернĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пахча çимĕç бригади йĕркеленĕ. Ăна кÿршĕ ялти Енĕш Нăрвашри Тимофей Васильев ертсе пынă. Кăнтăр çимĕçĕсĕр пуçне ытти пахча çимĕç те ÿстернĕ ĕçченсем. Симĕс арчари хĕрлĕ тавар самай пысăк ÿснине пĕлтерет Михаил Яковлев.
"Йывăç хапхана улăштарасчĕ. Кама чĕнмелле-ши ĕç тума?" – текен ыйтупа пуç ватмаççĕ Канаш районĕнчи Вăрăмпуçсем. Кил хуçалăхĕнче кăмака е хулари пек камин купаламалла пулсан та çаплах. Тÿрех ял вĕçĕнче уй хĕрринче пурăнакан Мунчала Пети патне çул тытаççĕ. Унăн кил-çурчĕ тĕп урамран инçетерех пулсан та шыраса хăшкăлмастăн.
Виçĕ тĕпренчĕкĕ йăваран вĕçсе тухса кайсан канăçа çухатнă мăшăр. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскерсем кил-йышсăр пурăнайман. Чылай шухăшланă хыççăн ют пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахман вĕсем.
1987 çулхи çу уйăхĕнче мана, нихçан парти ретĕнче пулман журналиста, Чул хулана партин аслă шкулне пĕр уйăхлăха вĕренме ячĕç. "Кайса кан, телейлĕскер", - тесех ăсатса ячĕç "Тăван Атăл" журналта пĕрле ĕçлекен юлташсем.
Тунти кунпа ытлари кун республикăри выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" акционерсен пĕрлешĕвĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартнă, конкурсра мала тухассишĕн ăмăртнă. Машинăпа сĕт сăвакансемпе выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсене малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, республикăри ветслужба ертÿçи Сергей Скворцов, "Чувашское" пĕрлешÿ директорĕ Иван Козин, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă.