Archive - 13 Ака, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

13 Ака, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 14 (6158) №. 13.04.2017

13 Ака, 2017

Çынсем тавралăха вараланăшăн пăшăрханать

Машинăсен йышĕ çулленех ÿсет, хула урамĕсемпе вăшт та вăшт чупаççĕ. Заводсемпе фабрикăсем çăра тĕтĕм кăлараççĕ… Çакă тавралăха сиен кÿнине шкултах вĕрентеççĕ. Хăш-пĕр çын çут çанталăк çине алă сулать: вăрмана, ытти вырăна канма кайсан хăйсем хыççăн çÿп-çап хăвараççĕ, тавралăха илемсĕрлетеççĕ. Таса чунлă çын та нумай. Вĕсем кунашкал нĕрсĕр ÿкерчĕке курсан нимĕн пулман пек иртсе каяймаççĕ. Çавсемех экологи акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, этем çут çанталăка сиен кÿнĕ вырăнсене тасатассишĕн тăрăшаççĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимназире 11-мĕш класра ăс пухакан Андрей Ровинюка та тавралăхри тасамарлăх пăшăрхантарать. 18-ти каччă ача чухнех çут çанталăка упрамаллине лайăх ăнланнă. Пĕлтĕр вăл Чăваш Енри икĕ пĕчĕк юхан шыва тĕпчесе проект хатĕрленĕ, ăна Раççей шайĕнче хÿтĕлесе мала тухнă.

13 Ака, 2017

Пире хăратаймастăр!

«Эпир террора хирĕç!», «Терроризмсăр Раççей», «Пире хăратаймастăр!» Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çакнашкал сăмахсем çырнă плакатсемпе халăх Шупашкарти Республика тÿремне пухăнчĕ. ЧР Правительствин, общество пĕрлешĕвĕсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, шкул ачисемпе студентсем… — «Террора хирĕç — пĕрле!» акцие 7 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Ăна ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри терактра вилнĕ çынсене асăнса йĕркеленĕ. Кунашкал акци Раççейри мĕн пур регионта иртнĕ.

13 Ака, 2017

Икĕ университет килĕштерсе ĕçлĕ

Бизнеса - хăтлă условисем

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен прокуратура ĕçченĕсен семинарĕнче бизнеса аталанмалли тата ĕçлемелли хăтлă условисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Канашлăва РФ Генпрокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев ертсе пынă.

13 Ака, 2017

Кĕçĕн ачи икĕ уйăхра чухне ĕçе тухнă

Чăваш Енре пултаруллă вĕрентекен нумай. Вĕсем шкулта ачасене пĕлÿ параççĕ çеç мар, ахаль чухне те сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Шăпăрлансене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшакан педагогпа паллаштарас килет. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Алевтина Ефимова çамрăк специалист пулсан та район тата республика шайĕнче иртнĕ конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпах унăн портфолио тулли Тав хучĕ. 2009 çулта Алевтина Владимировна республика шайĕнчи «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса хутшăннă.

13 Ака, 2017

Пулас ашшĕ-амăшĕн генотипне пĕлмелле

Мĕн вăл — сайра тĕл пулакан чир? 100 пин çынран 10-шĕ унпа нушаланма пултарать. Чылай чухне ку генетика чирĕпе çыхăннă. Темиçе çул каялла çак амак пирки ашшĕ-амăшĕ çеç пĕлнĕ. Халĕ вара вĕсене пулăшас тĕллевпе ырă кăмăллăх фончĕсем йĕркеленеççĕ, ахаль çынсем те йывăрлăхра алă параççĕ.

13 Ака, 2017

«Читлĕхри шăпчăк юрламасть»

Мăнкун çывхарнине шута илсе çынсене чун тĕлĕшĕнчен аталантарас енĕпе ĕçлекенсем — Канаш тата Тăвай епархине ертсе пыракан Стефан Владыка, Чăваш Енри тĕрмесенчи чиркÿсемшĕн яваплă Алексей Павлов протоиерей тата 6-мĕш округ благочиннăйĕ Иоанн Николаев иерей — Куславккари хĕрарăмсен 5-мĕш юсанмалли колонийĕнче пулчĕç, литурги ирттерчĕç. Кунти Турă Амăшĕн Владимирти сăнне асăнса лартнă чиркĕве айăпа кĕнĕ хĕрарăмсем нумаййăн çÿреççĕ. Хальхинче те вĕсем службăна чылаййăн хутшăнчĕç.

13 Ака, 2017

Ачисем, ял-йыш йывăрлăхра хуçăлма паман

«Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турă çавăн чухлĕ йывăрлăх парать теççĕ. Апла манăн пĕтĕмпех тÿссе ирттермелле пулнă», — терĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун кунлакан Светлана Сидорова. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе вун пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, сакăр ывăлпа виçĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Анчах пурнăçра савăнмаллипе пĕрле хуйхăрмалли те тупăнать. Нуши-терчĕ телейпе юнашарах çÿрет-çке. Пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăрăн та пурнăç урапи тикĕс кусман, çемьене инкек хыççăн инкек çапса хуçнă.

13 Ака, 2017

Таксист хĕре вăрласа кĕнĕ

Шупашкар районĕнчи Сарапакассинче пурăнакан Николай Трофимов çамрăк чухне такси водителĕнче ĕçленине пĕлсен: «Сирĕнпе юнашар чылай хитре хĕр ларнă-тăр. Суйламалăх пулнă», — тесе шÿтлерĕмĕр. «Çапла. Анчах чунăм Ирăна суйларĕ. Ун чухне эпĕ 25 çултаччĕ. Авланма вăхăт çитнĕччĕ. Ира пурнăç çынни пулнине лайăх ăнлантăм. Вăл çакна кăмăлĕпе çеç мар, ĕçĕпе те çирĕплетрĕ», — хуравларĕ мăшăрĕпе Ираида Никифоровнăпа 46 çул килĕштерсе пурăнакан Николай Трофимович.

Туйра паллашнă